Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Cухан куççуль кăларттарать

Вăл мультфильма курма эпир питӗ юрататтăмăрччӗ. Унти сюжета паянхи пурнăçпа танлаштарма пулӗ тесе шутлама та пултарайман.

Ноябрӗн 5-10-мӗшӗсенче Мускавра Халăхсем хушшинчи «Çамрăксене – çамрăксем» ятлă любительский театрсен черетлӗ фестивалӗ иртнӗ. Унта Джанни Родарин «Чиполлино» повеçӗпе Александр Таттари режиссер лартнă «#рябчиковжуй #новыдержитесь» спектакле те кăтармталла пулнă. Авторсем ăна сатира памфлечӗ пек конкурса кӗртнӗ.
Спектакльте вылякан çамрăксем Францири протестсене хутшăнакансем пек сарă жилетсем тăхăннипе-и, спектаклӗн ятӗнче «тăрăнмалли» сăмахсем пуррипе-и, постановка кăтартма пӗр кун юлсан, йӗркелекенсем спектакле конкурсран кăларса ăна лартма чараççӗ. Бюджетниксем хăйсен шăпишӗн хумханни сисӗнет кунта.
«Кун пек спектакле патшалăх учрежденийӗн сцени çинчен кăтартма юрамасть» тенӗ-мӗн жюрире. «Чиполлино» повеçӗнче пахчаçимӗçсемпе çырласен пурнăçӗ çинчен сăмах пырсан та, вăл пуянсем чухăнсене хӗсӗрлени çинчен пулнине пурте ăнланаççӗ.  Пӗчӗк чухне вăл мультфильма курма эпир питӗ юрататтăмăрччӗ. Унти сюжета паянхи пурнăçпа танлаштарма пулӗ тесе шутлама та пултарайман.
Режиссер сăмахӗпе, актерсем «Чиполлино» тексчӗ тăрăх выляççӗ. Хăш-пӗр репликăсенче çеç хальхи вăхăтра халăхра анлă сарăлнă сăмахсемпе усă кураççӗ иккен: «чăхăсем çук, анчах эсир чăтăр», «реноваци» тата ытти те.  
Ку произведени паянхи кун питӗ çивӗч пулса тăрать: сӗрме пуянсемпе чухăнсем, социаллă танмарлăх тата ытти те. Анчах актерсем вăл е ку политика юхăмне тӗрев парассишӗн выляман ку спектакле. Политикăлла сатирăна пирӗн çӗршывра чарман. Çавăнпа та ку спектакле урăх сцена çинче кăтартма хатӗрленеççӗ çамрăксем.
Вӗсене чараятни?
Д.Родарин 1956 çулта вырсăла тухнă кӗнеке хуплашкинчи ӳкерчӗксем тата «Приключения Чиполлино» мультфильмри самант.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев