Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çухатусем вăрçă вăхăтӗнчи пек

Кашни кун пирӗн çӗршывра пӗр пысăк ял чухлӗ çын коронавирусран вилет

Иртнӗ шăматкун Раççейре коронавирус инфекцийӗнчен 968 çын вилнӗ. Covid-19-па кӗрешекен Оперативлă штаб пӗлтернӗ тăрăх, пандеми пуçланнăранпа ку çӗнӗ антирекорд. Вилекенсен шучӗ Мускавра (70), Питӗрте (61) Тутарстанра та нумай. Октябрӗн 8-мӗшӗнче пирӗн çӗршывра коронавирусран 936 çын пурнăçӗ татăлнă пулнă. Эпидеми пуçланнăранпа ӗнтӗ коронавируса çӗнтереймесӗр Раççейре 215 453 çын вилнӗ.  Вакцинаци темпӗсем юлашки кунсенче ӳснӗ пулсан та, çухатусем вăрçă вăхăтӗнчи пек. Паянхи куна 43 млн гражданин çак чиртен прививка тутарнă.

Октябрӗн 9-мӗшӗ тӗлне Тутарстанра коронавирусран 781 çын вилнӗ, вӗсенчен 484-шӗ 2021 çулта. Республикăра ковидпа пурӗ 27734 çын чирленӗ, 23595-шӗ сывалнă. Тутарстанра пурăнакан 1 107 745 çын вакцинаци иртнӗ.  

Октябрӗн 11-мӗшӗнчен çӗршывра коронавирус инфекцине пула çӗнӗ чарусем кӗртеççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев