Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çул çинче асăрханăр, питӗ нумай ӳсӗр машинапа çӳрет

Кăçалхи 7 уйăхра Тутарстан республикинчи çулсем çинче ӳсӗр водительсен айăпӗпе 195 авари пулса иртнӗ. Вӗсенче 29 çын вилнӗ, 285 çын аманнă

Августăн 15-мӗшӗнче çырчаллинчи Хасан Туфан проспектӗнче Вольво машинăпа пыракан 1986 çулхи çамрăк çуран утакан çынсем çине килсе кӗнӗ. Виçӗ çын тӗрлӗрен травмăсем илсе пульницана лекнӗ.


Августăн 16-мӗшӗнче Азнакай çывăхӗнче 1992 çулта çуралнă ӳсӗр водитель Мазда машинăпа пынă чух çул айккине чăмнă.  
2020 çулхи 7 уйăхра республикăри Патшалăх автоинспекци ӗçченӗсем 7783 ӳсӗр водителе тытса чарнă. Вӗсенчен 682 водителе иккӗмӗш хут ӳсӗрле руль умне ларнăшăн уголовнăй явап тыттараççӗ.

Правона административлă майпа пăснин Кодексӗнчи 12.8 статьян 1 тата 2 пайӗсем тăрăх, ӳсӗрле руль умне ларнăшăн, çавăн пекех ӳсӗр çынна руль умне лартнăшăн 30 пин тенкӗ штраф парăнать. Унсăр пуçне айăплă çынна 1,5 çултан пуçласа 2 çул таранччен водитель удостоверенине туртса илеççӗ. Водитель медицина освидетельствованийӗ иртме килӗшмесен те ăна çавăн пекех яваплăх кӗтет. Тата авари пулса иртнӗ хыççăн, унта лекнӗ водитель эрех таврашӗ ӗçрӗ е наркотик йышăнчӗ пулсан та 1,5 çула правине илеççӗ.

Ӳсӗр водителе руль умӗнче тытса чарнă хыççăн вăл медицина освидетельствованине иртме килӗшмерӗ пулсан, е унăн машинапа çӳреме право çук пулсан, ăна 10 талăкран пуçласа 15 талăка çити арестлеме пултараççӗ. Кама арестлеме май çук, ăна 30 пин тенкӗлӗх штраф кӗтет.

Маларах руль умӗнче ӳсӗрле çакланса правине илтернӗ çын тепӗр хут хӗрӗнкӗ пуçпа полицейскисене лексе, медицина освидетельствованийӗ иртме килӗшмесен, РФ Уголовнăй Кодексӗн 264.1 статйипе килӗшӳллӗн ăна хаяртарах яваплăх кӗтет – 200 пин тенкӗрен пуçласа 300 пин тенкӗ таранччен штраф. Ку çак статьяпа правосуди аллине çаклаканакансемшӗн чи пӗчӗк наказани кăна-ха. Ун тăрăрх икӗ çул таранчченех тӗрмене хупма пултараççӗ.  

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев