Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çуллахи вăхăтра студентсем алă усса лармаççӗ

Конкурс витӗр иртнӗ 450 ытла студент сервис отрячӗн ретӗнче тăрать. Вӗсем Крым Республикин хăна çурчӗсемпе санаторийӗсенче ӗçлеççӗ

 

Студентсен отрячӗсем ӗнер-паян кăна йӗркеленмен. Вӗсем çуллахи кану вăхăтӗнче студентсене хăйсем суйланă профессипе лайăх практика иртсе опыт пухма, укçа ӗçлесе илме май панисӗр пуçне ӗмӗр асра юлаççӗ.

Тутарстанра студентсен отрядӗнче тăракан 7 пине яхăн çамрăка ӗç вырăнӗпе тивӗçтерме тӗллев лартнă кăçал. Аса илтеретпӗр, студентсен отрячӗсем строительство, транспорт, ял, вăрман хуçалăх отраслӗсенче, ача-пăча лагерӗсенче, сывлăх сыхлав, энергетика объекчӗсенче, йӗрке хуралӗнче ӗçлеççӗ.

Предприятисенче те производство отрячӗсене хапăл туса йышăнаççӗ.  Тӗслӗх-
рен, студентсем Ешӗлварти «ПОЗиС» заводра слесарь, контролер, укладчик-упаковщик пулса ӗçлеççӗ. Студотрядăн 50 представителӗ хальхи вăхăтра сывлăх сыхлав учреждени-
йӗсенче тăрăшать. Хусанти 12-мӗш больницăн никӗсӗнче йӗркеленнӗ инфекци госпиталӗнче кӗçӗн, вăтам медицина персоналӗ. Вӗсен тивӗçӗ – тухтăрсем хушнине пурнăçласси, уколсем тăвасси, процедура кабинечӗсене, васкавлă пулăшу машинисене çăвасси. Кунта ӗçлеме пуçличчен студентсем икӗ эрне обсерваци иртеççӗ, коронавируспа чирлипе чирлӗ маррине анализ парса тӗрӗсленеççӗ.

Конкурс витӗр иртнӗ 450 ытла студент сервис отрячӗн ретӗнче тăрать. Вӗсем Крым Республикин хăна çурчӗсемпе санаторийӗсенче ӗçлеççӗ.

Путина отрячӗсен представителӗсем (Тутарстанра вӗсем 85-ӗн)  вара Камчаткăнах çитнӗ. Вӗсем пулă тирпейлекен предприятисене пулă тасатма, тирпейлеме пулăшаççӗ.

Анлă сарăлнă строительство отрячӗсем (300 ытла çамрăк) республика программипе тăвакан тата тӗпрен юсакан çамрăксен центрӗсенче, ача-пăча лагерӗсене реконструкци тунă çӗрте ӗçлеççӗ. Çаплах тавралăха тирпей кӗртме, вăрман сайратма, хăрнă йывăçсенчен тасатма тата ытти ӗçе хутшăнаççӗ. Хусанти архитектурăпа строи-
тельство университечӗн студенчӗсен икӗ отрячӗ те хальхи вăхăтра аякра. Вӗсем Çӗнӗ Уренгойри «Северное  сияние» студентсен стройкинче тата Волгоград облаçӗнче ӗçлеççӗ.

Хусанти энергоуниверситетпа колледж никӗсӗнче йӗркеленнӗ энергетика отрячӗсем (20 çын) те питӗ кирлӗ ӗçре, вӗсем энергетика отраслӗнчи «Опора Плюс» тулли мар явап-лăхлă обществăна пулăшаççӗ.  32 кун Тури Услон – Иннополис подстанцийӗнче тата Теччӗ – Чинчурино электропередача линине реконструкциленӗ çӗрте тăрăшаççӗ.

Ял хуçалăх отрячӗ çинчен те манмалла мар. Хальхи вăхăтра унта 16 студент тăрать.  Вӗсем «МоСт» Пӗтӗм Раççейри ял хуçалăх отрячӗн йышӗнче «ЭкоНиваАгро», «АгроТех» хуçалăхсенче тăрăшаççӗ.  Кашни çул ӗне-выльăх пăхма, зооветеринари ӗçӗсене, тырçие хутшăнаççӗ.

Педагогика отрячӗсен студенчӗсем яланхи вырăнӗнчех. Вӗсемсӗр  ача-пăча сыватупа кану лагерӗсенче май çук. Шăпах вӗсем вожатăйсем, физкультура, поход туризмӗн инструкторӗсем, педагог-организаторсем вӗт.

Куратпăр ӗнтӗ, ӗçлес текен студент валли нихăш саманара та çул хупă пулман, студентсен отрячӗсем халӗ те хăйсен пӗлтерӗшне çухатман.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев