Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çулӗсем çинче аварисем нумай пулнă районсене Рустам Минниханов критикленӗ

Пăва районӗн çулӗсем çинче пӗлтӗр 9 çын вилнӗ, çавăнпа та муниципалитет пуçлăхне Президент асăрхаттарнă

«Хăвăртан пуçлăр. Ку сăмах паянхи канашлăва хутшăнакансене пурне те пырса тивет. Çынсене хăрушсăрлăхпа тивӗçтересси – пирӗн тивӗç. Çак ӗçе системăллăн тумалла. Сире – сарă карточка», - тенӗ вăл Тутарстан Республикин Министрсен Кабинечӗн тата ТР ШӖМ-ӗн пӗрлехи коллегийӗнче.  
Руль умӗнчи ӳсӗрсем çинчен каланă чух, Рустам Минниханов никама та хӗрхенмелле марри çинчен асăрхаттарнă. Законăн çирӗплӗхӗпе явап тыттармалла. Ахаль çынсене те, должноç йышăнакансене те, патшалăх служащийӗсене те. 
«Ку чухне ӗçе общественноçа явăçтармалла. Çынсем пӗлтерччӗр йӗркене пăсакансем çинчен. Ӳсӗрсен пичӗсене те кăтармалла. Ку вӗт пуриншӗн те хăрушлăх: çулпа çуран çӳрекенсемшӗн те, машина ертсе пыракансемшӗн те. Уйрăмах должность йышăнакан çынсем. Кунта нимӗнле хӗрхенӳ те пулмалла мар», – тенӗ Тутарстан Президенчӗ. 
Владимимр Васильев сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев