Сувар

ÇУЛСЕМ УÇĂЛАÇÇӖ

«Çӗнӗ çулта тинех чăваш чӗлхине аталанма çулсем уçăлас вăхăт çитет иккен», – тесе хавхаланса хамăрăн Тутарстан Президентне Рустам Минниханова тав тăватпăр

  Хисеплӗ вулакансем, «Сувар» хаçат ӗçченӗсем!

Çывхарса килекен 2021 Шурă Вăкăр çулӗпе хӗрӳллӗ салам пурне те! Пурăнса ирттернӗ çулсемшӗн те пысăк тав. Тав тăватăп Тăван​ çӗршыва, атте-аннене мана пурнăç парса пăхса ӳстернӗшӗн, илемлӗ чăваш чӗлхипе калаçтарса çӗр пин юрă, çӗр пин тӗрӗ тӗнчине парнеленӗшӗн, мана чăваш тӗнчин илемӗпе савăнма пехилленӗшӗн. Мăн асаттесен пехилӗ çӗр çинче пурăнакан кашни çынна, ачи-пăчине, мăнукӗсене çиттӗр, телей парнелетӗр.
Çӗнӗ 2021 çул пире хăйӗн алăкне уçса кӗртет, ӗмӗт-шанчăка​ пурнăçлама майсем туса парать. «Çӗнӗ çулта тинех чăваш чӗлхине аталанма çулсем уçăлас вăхăт çитет иккен», – тесе хавхаланса​ хамăрăн Тутарстан Президентне Рустам Минниханова тав​ тăватпăр, çирӗп сывлăх, вăрăм ӗмӗр сунатпăр. Вăл 2021 çула Тăван чӗлхесен​ тата халăхсен пӗрлӗхӗн çулталăкӗ тесе палăртнă. Ача сачӗсенче, вăтам шкулсенче, ятарлă вăтам пӗлӳ паракан шкулсенче, аслă шкулсенче​ чăваш чӗлхине аталантармалли татăклă йышăнусем тăвасчӗ, ӗçе​ кӳртесчӗ. Тытăнсан эпир пултаратпăр, кашни чăваш çынни кӗрешӗве​ хутшăнтăр. Ку вăл йывăр та мар: çамрăк анне хăйӗн пепкипе чăвашла​ калаçтăр, çамрăк атте ачин словарь запасне анлăлаттăр. Асатте-асанне, кукамай-кукаçей хăйӗн несӗлӗнчи хастар çынсем çинчен​ чăваш чӗлхипе калаçса мăнукне каласа патăр.
Тата пирӗн ЧНКА Канашӗ пур, «Сувар» хаçат пур, интернетра та пирӗн​ туссем пур. Вӗсем малашне те чăваш чӗлхишӗн тӗрек пулӗç. ЧНКА​ ӗçне çӗнӗлӗхсем кӗртсен аван пулӗччӗ. Чылай районсем хăйсен​ ӗçӗсемпе савăнтараççӗ. Анчах, çав хушăрах хăш-пӗри кӗрӗк арки​ йăваласа ирттернипех çырлахать. Чăваш чӗлхипе калаçакансен шучӗ​ чакса пырать.
Çамрăксем хулана каяççӗ. «Ватăлнă» ялсен ӗмӗрне тăсасчӗ. Совет​ саманинче вăтам шкул пӗтернӗ хыççăн çамрăксем класӗпех яла ӗçлеме юлнă тӗслӗхсем чылайччӗ. Хальхи чиновниксем, ялсем пӗтсен, китай халăхне йышăнма хатӗр. Тăван ял кирлӗ мар вӗсене, хуçа тенкелӗ​ хаклăрах. Чăваш ялӗ пӗтмесен чăваш чӗлхи те упранса юлӗ. Пуç​ ватсах​ шухăшламалли чылай. Çӗнӗ çулта çӗнӗ вăйпа ӗçе тытăнар! Хисеплӗ вулакансем! Сире пурне те Çӗнӗ 2021 çулпа саламлатăп, çирӗп сывлăх, телей, вăрăм ӗмӗр сунатăп. Ӗмӗр пурăнтăр чăвашлăх,​ янратăр чăваш чӗлхи.

Лидия УГАХИНА.
Алексеевски районӗ,
Чăваш Майни.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: