Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çулсерен çакнашкал ырă ӗçсем нумайрах пулӗç

Пирӗн мăн асаттесемпе кукаçейсен паттăрлăхне пула эпир паян мирлӗ тӳпе айӗнче пурăнатпăр

Çӗршыва хӳтӗлекенсен Кунӗ çывхарнă май, эпир хамăр класпа Тăван Çӗршывăн Аслă вăрçинче пуçӗсене хунă салтаксене халалласа лартнă ял палăкне юртан тасатма шутларăмăр. Пирӗн 7-мӗш клас тӗрлӗ ӗçсем туса ирттерессипе пысăк опыт пухрӗ: эпир класшăн та тăрăшатпăр, шкулшăн та,  аслă çынсене те пулăшатпăр, конкурссемпе наукăпа практика конференцийӗсенче те çӗнтертпӗр. Çак вӗрентӳ çулӗнче эпир тăрăшнипе пирӗн шкул «Зарница» вăйăра пӗрремӗш вырăн йышăнчӗ.
Вăрçăра вилнисен палăкне тасатса тирпейлессине пирӗн клас паттăрсене сума сунипе танлаштарать. Пирӗн мăн асаттесемпе кукаçейсен паттăрлăхне пула эпир паян мирлӗ тӳпе айӗнче пурăнатпăр. Çавăнпа пирӗн ăру вилнисен астăвăмне тивӗç пулмалла.

Палăкăн территорине юртан эпир клас ертӳçипе П.В.Желовановпа пӗрле тасатрăмăр. Çак ырă ӗç вăрçă нушисене тӳссе ирттернӗ мӗн пур ватă ячӗпе пултăр. Акцире Рафаэль Вильданов, Софья Бочкарева, Ирина Егорова хутшăнчӗç. Шанатпăр, çулсерен çакнашкал ырă ӗçсем нумайрах пулӗç.  

Наратлă ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Сергей Дмитриев

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев