Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çулталăк вӗçленсе пырать, часах эпир 2021 çула та историне ăстататпăр

Кирек хăш вăйлă цивилизаци те хăйне валли календарь тунă. Чӑвашсен историллӗ ҫул-йӗрӗ халӑх календарӗнче ҫырӑнса юлнӑ. Эпир ӑна шута ҫеҫ илместпӗр. Тӗслӗхрен, уйӑх ячӗсене мӗншӗн "уйӑх" тенӗ? Мӗншӗн тесен малтан, куҫса ҫӳрекен халӑх пулнӑ чухне, эпир Уйӑх календарӗпе пурӑннӑ.

«Тулли уйӑх», «ҫурла уйӑх» тенине эсир илтнӗ ӗнтӗ, уйăх 29 кунран улшăнать. Анчах 12 уйӑха Уйӑх ылмашăннисемпе шайлаштарса шутласан, 355 кун кӑна пухӑнать. Вара, виҫӗ ҫул иртсен тӑваттӑмӗшне чӑвашсен календарӗнче тепӗр кӗске уйӑх хушӑннӑ – Кӗҫӗн кӑрлач.
Уйӑхсен ячӗсем ҫинчен каличчен эрнен кунӗсем ҫинчен калас килет.
Тӗрӗк халӑхӗсен пилӗк кунлӑх эрне пулнине пӗлетпӗр. Вă эрнекунпа вӗҫленнӗ. Мӑсӑльман тӗнне илнӗ чылай тӗрӗк халӑхӗн эрнекун кану кунӗ шутланать. Анчах чӑвашсен кӗҫӗн эрне кунӗ пур кӗҫнерникун. Ҫакӑ пирӗн маларах 4 кунлӑ эрне, тăваттăмӗшӗ – канмалли пулни ҫинчен аса илтерет. Каярах, календаре эрнекун кӗрсен, кӗçнерникун вӑл «кӗҫӗне» тӑрса юлать. Мӗншӗн апла пулни ҫинчен шантарса калама йывӑр, ҫакӑ халӑх вырӑнтан вырӑна куҫнипе пулса иртнӗ пулмалла. Калӑпӑр, Шумерта е Ҫурҫӗр Китайра чухне 4 кунлӑ эрне. Вӑтам Азирпе Кавказра пурӑннӑ чухне 5 кунлӑ. Аслӑ Пӑлхара хазарсем пӑхӑнтарсан пирӗн эрнене 6-мӗш кун кӗрет шӑматкун. Ку еврейсен канмалли кунӗ Шаббат. Хазар каганлӑхӗнче официаллӑ тӗн иудаизм пулнӑ. Шабатра (шӑматкунра) иудейсем ӗçлемеççӗ. Кунсем хушăнса пынинчен, уйăхсен ячӗсем улшăнса пынинчен тӗлӗнмелли ҫук, ҫакӑ халӑхсен хутшӑнӑвӗ ҫинчен калать. Вырӑссен витӗмне кӗнӗ хыҫҫӑн, христианство сарӑлнӑ май, календаре вырӑс эрне кунӗ вырсарникун кӗрсе вырнаçать.

Пӗтӗмӗшле илсен, тунтикун пӗлтерӗшне те каламалла. Николай Егоров кӗнекинче ӑна Турӑ тунӑ пуҫламӑш кун пек хакланӑ. Ытлари куна историксем «ытлашши» кун пек ӑнлантараҫҫӗ. Чăвашсен ĕненĕвĕпе ытларикун пысӑк ĕç пуçлама юрамасть. Юнкуна ӑнлантарма кирлӗ мар-тӑр, кӗҫнерникуна валли выльӑх пуснӑ (юн кӑларнӑ) кун. Ӗненӳпе ҫыхӑннӑ.
Чӑвашсен календарьне вырӑссеннипе килтерме Николай Золотницкий «Çулталăк кӗнекинче» 1867 çулта тытӑннӑ. Вӑл уйӑх ячӗсене римсенне мар, хамӑрӑннисенех хӑварнӑ. Кивӗ, юлиан календарӗллӗ стильшӗн ку юранă. Анчах та 1918 çулта Раççей григориан каленăдарьне йышăнсан, кунсем 10 талăка маларах куçаççӗ. Çакна эпир октябрӗн 26-мӗшӗнче пулса иртнӗ Ленин революцине ноябрӗн 7-мӗшӗнче уявланине пӗлетпӗр. Кунсем куçаççӗ, анчах та уйăхсен ячӗсене никам та улăштармасть. Çавăнпа пирӗн календарьти Раштав уйăхӗ (христиансен Рождество уявӗн ячӗпе парăннă) декабрьте тăрса юлнă. Нарăс (февраль) уйăхӗ те кирлӗ пек мартра мар. Мӗншӗн тесен чăвашсен авалхи Çӗнӗ çула (Нарăса) хальхипе мартăн 21-мӗшӗнче уявланă. Пирӗн календарьте вăрттăнлăхсем питӗ нумай.

Нумай пулмасть Ульяновск облаçӗнчи Чăваш наципе культура автономийӗн тата Тутарстанри ЧНКАн хастарӗсем хутшăнса пӗрле 2022 çулхи чăвашла календарь кăларчӗç. Ăна «Эткер» ят панă, унта кунсемпе уйăхсем хальхи пек. А-3 форматлă 15 старницăран тăракан тӗрлӗ тӗслӗ çулталăк кӗнекине Сантăр Пикл ӳкерчӗкӗсемпе илемлетнӗ. Çак ӳкерчӗксен серине ӳнерçӗ 1994 çулта тунă пулнă. «Эткер. Ман несӗлсен тӗнчи» ятлă вăл. Унта автор çӗр ӗçченӗсен йăлисем календарьпе тачă çыхăннине сăнарласа кăтартнă. Хăш-пӗр пӗлтерӗшлӗ пулăм çинчен çырса ăнлантарнисем те пур.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев