Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«Çулталăк воспитателӗ – 2024» конкурсăн зонăри тапхăрӗсем иртеççӗ

«Çулталăк воспитателӗ — 2024» республика конкурсӗн зонăри тапхăрӗ пуçланнă, тесе пӗлтерет ТР Вӗрентӳпе наука министерствин пресс-служби.

Конкурс икӗ номинаципе — «Çулталăк воспитателӗ» тата «Тăван чӗлхепе воспитани паракан тата вӗрентекен ушкăн воспитателӗ» — иртет. Зонăри тура конкурсăн муниципаллă тапхăрӗнче çӗнтернисем тата призерсем хутшăнаççӗ.


Зонăри тапхăрсем 12 муниципаллă районта шкулчченхи вӗрентӳ учрежденийӗсен никӗсӗнче иртеççӗ. 


Паянхи кун тӗлне Пăва (февралӗн 1-мӗшӗнче), Саба (февралӗн 2-мӗшӗнче) тата Актаныш (февралӗн 5-мӗшӗнче) зонăри тапхăрсем иртнӗ те ӗнтӗ. Ыран, февралӗн 7-мӗшӗнче, Анат Камăра, февралӗн 8-мӗшӗнче Пӗкӗлмере, февралӗн 9-мӗшӗнче Мамадышра, февралӗн 12-мӗшӗнче Нурлатра, февралӗн 13-мӗшӗнче Елабугăра, февралӗн 14-мӗшӗнче Тури Услонра, февралӗн 16-мӗшӗнче Чистайра, февралӗн 19-20-мӗшӗсенче Хусанта, февралӗн 21-мӗшӗнче Агрызра зонăри тапхăрсем иртеççӗ. Унта хутшăнакансен икӗ тӗрӗслев конкурсӗ («Моя педагогическая находка» тата «Педагогическое мероприятие с детьми») витӗр тухмалла.


Зонăри конкурссенче чи пысăк балл пухнă 30 воспитатель пӗтӗмлетӳ тапхăрне хутшăнма тивӗçет.

 

Сăнӳкерчӗк ТР Вӗрентӳпе наука министерствин пресс-службин. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев