Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Чулхуларан Хусана «Метеор» çӳреме пуçлать

Рейссен расписанийӗ май уйăхӗн вӗçӗнче паллă пулӗ.

«Пирӗн облаçшăн виççӗмӗш „Метеор 120Р“ СПКна хута ярсан Хусана хушма рейссем яма палăртнă. Хальхи вăхăтра çулшăн тӳлемелли хака сӳтсе явас ӗç пырать. Апрель вӗçӗнче билет хакӗ мӗн чухлӗ пуласси паллă пулӗ», — тенӗ «Водолет» тулли мар яваплăхлă обществăн сайтӗнче.


Çавăн пекех компани Чулхула — Козьмодемьянск — Шупашкар — Хусан — Ульяновск маршрутпа та рейссем йӗркелет. 


Маларах палăртнă тăрăх, Чулхуларан «Метеорсем» эрнине виçӗ хутчен — ытларикун, кӗçнерникун тата шăматкун — ирхине 6 сехетре рейса тухӗç. 
Ульяновскран вара юнкунсенче, эрнекунсенче тата вырсарникунсенче çула тухӗç.

Сăнӳкерчӗк «ТАТМЕДИА» АО.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев