Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çурхи шевлесем Теччӗрен пуçланаççӗ

Çулсерен иртекен «Теччӗ шевлисем» юрăпа ташă фестивалӗ культурăна аталантармалли меслетсенчен пӗри пулса тăрать. Ячӗ те илемлӗ, вăхăтпа та килӗшсе тăрать. Ячӗ те илемлӗ, вăхăтпа килӗшсе тăрать.

Р

Районти культура управленийӗн пуçлăхӗ Юрий Сиякин Теччӗ ертӳçисен ятӗнчен саламларӗ халăха. Кунти чăвашсем хăйсене палăртма лайăх меслет тупни вăл ертсе пыракан ведомство хутшăнмасăр пулман, паллах. Çулсерен иртекен «Теччӗ шевлисем» юрăпа ташă фестивалӗ культурăна аталантармалли меслетсенчен пӗри. Ячӗ те илемлӗ, вăхăтпа та килӗшсе тăрать. Çутçанталăкра та çавăн пек вӗт: Акатуйсемпе Уявсем аслати евӗр кӗрлеме пуçличчен малтан тӳпене шевле çутатать. Çăварни вӗçленсен Культура çуртӗнче иртнӗ ик сехетлӗх концерт сисӗнмесӗр иртрӗ. 

ТУЛЛИ ЗАЛ

Теччӗре халăх юлман теççӗ, ӗненместӗп! Темиçе фольклор ансамблӗ, ташă ушкăнӗсем, уйрăм юрлакансем – пурте ют сцена çине хăйсене клубра çуралнă пек тытаççӗ. Куракансем те – тулли зал, ура çинче, алăкран карăнса  тăрса пăхаççӗ.  Фольклор халăх чунӗнче, фольклор чӗрене çывăх. Каласа хăвармалла, çак кун Хусана эстрада концерчӗпе килнӗ Шупашкар артисчӗсем халăх пуçтараймарӗç.

ÇĂЛТĂРСЕМ

Арçынсем нумайăнах мар пултарулăхне кăтартакансен хушшинче, çапах та уйрăм юрлакансенчен Сергей Ефимова палăртас килет. Унăн чӗрӗ сасси тӳрех чун хӗлӗхӗсене хускатать. Çăлтăр шырама тӳпене карăнмалла мар, вӗсем юнашарах. Кăнна Кушкинче пурăнакан солист юррине тунтикун  «Инстаграма» лартнăччӗ. Чăваш наци конгресӗн пресс-служби ăна лайăх хак парса «Кӗмӗл сасă» фестивале хутшăнма йыхрав ярассине пӗлтерчӗ.

КОСТЮМСЕМ

Ташлакансене саппунлă хор улăштарать, вӗсене – пӗччен юрлакансем. Тум шырама пурте Шупашкара кайман. Тен, кирлех те мар-тăр. Симӗс, кӗрен, сенкер тӗслӗ аркăллă кӗпесем çийӗн тӗрленӗ шурă саппун – анатри чăваш хӗрарăмӗсен 20-мӗш ӗмӗрти уяв тумӗ. Çак асамат кӗперӗ куçа илӗртет. Чакăлтăмсен хăйне илемӗ, çармăссен хăйне. Ку тумсем пире çывăхрах пек туйăнаççӗ. Сасăсем енчен те начар мар, микрофонсемпе усă кура пӗлеççӗ. Уйрăмах Ăнăри фольклор ушкăнӗ тӗлӗнтерчӗ.

Çак уяв лайăх ирттӗр тесе тăрăшакансене ТР ЧНКА Канашӗн председателӗ Дмитрий Самаренкин алă пуснă Хисеп хучӗсене пама хальхинче мана тиврӗ. Мартăн 10-мӗшӗ пулнине шута илсе хисеплӗ хӗрарăмсене грамотăпа пӗрле чечек çыххисем те патăм. Пуринчен ытла тăрăшкакнӗ – Течӗ районӗнчи чăваш центрӗн председателӗ пулнине лайăх пӗлетпӗр. Вăл хăй те юрра-ташша маçтăр. Райцентрти фольклор ансамблӗ сцена çине юрлама тухсан хулăн сасăллă Володар Тимофеева ушкăн варринче куртăмăр. Баритонсем пурри ансамбльшӗн пысăк ăнăçу. Çапла туса ертӳçӗ ыттисемшӗн чӗрӗ тӗслӗх пулса тăрать. (А.Наумов сăнӳкерчӗкӗсем).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чуваши Татарстана