Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çурхи шывпа пӗтмесен вӗсем акнă хирсем тăрăх саланӗç

Тутарстан Республикинчи Россельхозцентрăн управленийӗнче хирсене шăшисем хăçан тапăнма пултарни çинчен каласа панă

Тутарстанри ăшă тата юрлă хӗле пула хирсене сиен кӳрекен шăши тавраш вăйлă ӗрчесе кайнă. Ытлашши нумайлансан вӗсем акнă хирсене сиен кӳме пултараççӗ. Енчен те юр хăвăрт ирӗлсен, лапсенче шăшисем путса вилсе сахалланӗç. Енчен те юр вăраххăн ирӗлсен, кăшлакан чӗрчунсемшӗн хăрушлăх пулмасть. Енчен те çуркунне шăши виллисем курăнмасан, юр ирӗлсе пӗтсен вӗсен шучӗ ӳсессе кӗтсех тăр.

Юр ирӗлнӗ хыççăнах хирти шăшисене çиме апат çук, вӗсем уçăм çулçисене тапăнаççӗ. Специалистсен сăмахӗсемпе саранча хальлӗхе «депрессире», çак сиен кӳрекенсем ӳсесси кӗтӗнмест, пулас тырпул тухăçӗшӗн вăл хăрушă мар.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев