Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çурхи ярмаркăсем райцентрсемпе хуласенче 2022 çулхи апрелӗн 23-мӗшӗччен пырӗç

Элметре мартăн 26-мӗшӗнче иккӗмӗш çурхи ярмарка пулать. Район пуçлăхӗн Тимур Нагумановăн сăмахӗсемпе, ку шăматкун ăна хатӗрлекенсем пасара анлăрах тума палăртаççӗ.  

«Эпир кӳршӗ районсенчи темиçе тавар туса кăлараканпа калаçса килӗшрӗмӗр. Çарăмсан районӗнчи фермерсем пирӗн пата хушма аш-какай тата сӗт продукцийӗ кӳме шантарчӗç. Çавăн пекех Лайăш районӗнчен паха çӗр улми илсе килессе кӗтетпӗр», - тенӗ район пуçлăхӗ.

Фермерсем ярмарка çӳлекӗсе çине кăлпасси, сыр, çăмарта, пахча-çимӗç, улма-çырла, çăнăх, çăкăр, пыл тата ытти продуктсене сутлăха кăларса хурӗç. Нагуманов сăмахӗсемпе, ярмаркăсем çынсене йӳнерех хаксемпе паха продуктсем сӗнме май парать, çавăн пекех уйрăм производительсене тӗрев пама та.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев