Çурт хуçине 17179 тенкӗлӗх сиен кӳнӗ

И. тата К. тӗлӗшпе айăплава условлă тесе йышăннă, çулталăк та 6 уйăха тӗрӗслев вăхăчӗ палăртнă. Çак тапхăрта айăпланакансен куллен пурăнакан вырăна патшалăхăн ятарлă органне пӗлтермесӗр улăштарма юрамасть
2020 çулхи июнӗн 26-мӗшӗнче Аксу район сучӗ И. тата К. айăпланакансен енӗпе приговор йышăннă. Суд палăртнă тăрăх, К. тата И. 2019 çулхи октябрӗн 20-25-мӗшӗсенче çӗрлехи вăхăтра, маларах пӗр-пӗринпе калаçса килӗшсе, сăтăрла ӗç тăвас шухăшпа ют çуртăн верандин хупă алăкне пăта кăлармалли хатӗрпе тăпăлтарса уçнă та саккуна пăсса çурта кӗнӗ. Электроприборсем, сӗтел-пукан, вырăн тавраш, савăт-сапа тата кил-тӗрӗшре усă куракан ытти япаласене вăрласа тухнă. Çурт хуçине 17179 тенкӗлӗх сиен кӳнӗ.
Хур куракан çурт хуçи суд ларăвӗнче айăпланакансене ытла хытă айăплама хушман. Çак факт енӗпе йӗрке хуралçисем патне заявленипе тухнине вăл ялти хăш-пӗр çынсене малашне çакнашкал сăтăрла ӗç тăвасран «вӗрентсе» илес килнипе ăнлантарнă.
Суд айăпланакансене РФ УК 158-мӗш статйин 3-мӗш пайӗн «а» пунктӗнче пăхса тухнă преступление тунă тесе айăпланă, кашнинех пӗрер çула ирӗкрен хăтарма йышăну тунă.
РФ УК 73-мӗш статйипе килӗшӳллӗн, И. тата К. тӗлӗшпе айăплава условлă тесе йышăннă, çулталăк та 6 уйăха тӗрӗслев вăхăчӗ палăртнă. Çак тапхăрта айăпланакансен куллен пурăнакан вырăна патшалăхăн ятарлă органне пӗлтермесӗр улăштарма юрамасть.
Çак айăплавран вӗсем лайăх урок илсе малашне кунашкал сăтăрла ӗçсем тăвасран асăрханасса шанас килет. Приговор, енсем йышăнупа килӗшмесӗр аслăрах суда çырмасан, вунă кунран саккунлă вăя кӗрет.
Аксу район сучӗн пресс-служби.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа
-
27 января 2021 - 10:52Ҫӗнӗ медцентрта оборудовани те ҫӗнӗ Медучреждени талӑкӗпех Хусанти Вахитовски, Приволжски, Советски районӗсенче пурӑнакансене йышӑнӗ1000
-
26 января 2021 - 19:43Тонировкӑна ытлашши тӗттӗм тунӑшӑн 300 водителе явап тыттарнӑ ГИБДД сотрудникӗ нарушение асӑрханӑ хыҫҫӑн водителе тонировкӑна нормӑна кӗртмелли ҫинчен асӑрхаттарать8800
-
26 января 2021 - 17:41Электросамокатпа ӳсӗрле ҫӳрекенӗн правине суд тавӑрса панӑ Мӗне чарман – ҫавна юрать6200
-
18 ноября 2020 - 12:44Ҫул-йӗр ҫинчен
-
Эсир статистикăна шанатри? Медиксем пӗлтернӗ тăрăх, коронавирус чирӗпе ăнăçлă кӗрешеççӗ
-
22 января 2021 - 20:35Эс пурри пирӗншӗн чăн телейÇӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Йӗлмел ялӗнче пурăнакан тăванăмăр Зинаида Дмитриевна ВАНЮШКИНА январӗн 19-мӗшӗнче 80 çул тултарчӗ8100
-
22 января 2021 - 20:25Сирӗн пурнăç – пирӗншӗн ыр тӗслӗхСывлăхăр юман пек çирӗп, утас çулăр вăрăм пултăр, чӗрӗрсем çурхи кун пек юрлаччăр, куçăрсем телейлӗ çиçчӗр8200
-
22 января 2021 - 20:19Эпир сире изумруд туйпа ăшшăн саламлатпăр!Кил тӗрекӗ – атте, чун тӗрекӗ – анне8900
-
20 декабря 2020 - 16:38«Сувар пики -2021» конкурс Видеоконкурса 2021 ҫулта Тутарстанра Тӑван чӗлхесен тата халӑхсен пӗрлӗхӗн ҫулталӑкӗ пулнине халалланӑ127500
-
24 января 2021 - 11:37Вăрçăран таврăнсан Иван Яковлев уçнă чăваш шкулӗнче вӗренсе учитель профессине илнӗ Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи пуçлансанах ăна 1941 çулхи июлӗн 6-мӗшӗнче çара илнӗ. Кадрта шутланнă артиллериста тӳрех чи хӗрӳ çӗре – оруди командирӗ туса Çурçӗр-Анăç фронтне ăсатаççӗ. Нева çинчи Дубровкăра «пӗчӗк лапамри», Ладога кӳлли çывăхӗнчи çапăçусене хутшăннă. Кайран «Пурнăç çулӗпе» каçса Волхов фрончӗпе пӗрлешнӗ те Мга хули патӗнчи çапăçусенче пулнă. Çавăн чухне И.И.Афанасьев лейтенант аманнă, тăшман пульли сулахай кăкăр витӗр тухса йывăр суранлатнă.Тухтăрсемпе медсестрасем тăрăшни харама кайман – чăваш каччи каллех строя юрăхлă пулать. Вăл каллех хăй полкне лекет, халӗ ӗнтӗ ăна танксене пӗтерекен 45-мм пушкăсен батарея командирӗ пулма уйăраççӗ. Ленинграда хӳтӗлес, Прибалтика çӗршывӗсене ирӗке кăларас çӗре хутшăннă. Паттăрлăхшăн Хӗрлӗ Çăлтăр орденӗ, «Хастарлăхшăн», «Ленинграда хӳтӗленӗшӗн» тата ытти медаль илме тивӗçнӗ.19802
-
24 января 2021 - 11:06Раççее хирӗççисем пирӗн патра иккӗмӗш Украина тăвасшăн-ши? Е мӗнпе вӗçленнӗ çӗршыври митингсем? Ӗнер Раççейӗн пысăк хулисенче митингсем иртрӗç. Федераллă влаçа хирӗççисенчен ытларахăшӗ пурнăç курман, психика енчен çирӗпленсе çитмен çамрăксем. Вӗсен хушшинче пенсирисем те пăт-пат пур. Паллă ӗнтӗ, вӗсем хăйсен хӗсӗк пурнăçӗпе кăмăлсăр. Анчах хӗтӗртекенсем вӗсене ырă пурнăç туса парас çук.Çил ăçтан вӗрни паллă ӗнтӗ. Раççее хирӗç çӗршывсем пирӗн патра иккӗмӗш Украина тăвасшăн ахăр. Кунта акă мӗн чи хăрушши: çак ӗçе пирӗн ачасене явăçтарни. Хӗтӗртекенсем хăйсем хăрушсăр çӗрте лараççӗ, пирӗн ачасем вара çак йӗркесӗрлӗхре аманма е пурнăçне çухатма та пултараççӗ. Мӗнле калас, çӗршыв тăшманӗсемшӗн пиçсе çитмен çамрăксем тӗллеве çитермелли инструмент кăна.19700
-
25 января 2021 - 18:49Хусанти сывлӑш температури 1985 ҫулхи рекордпа танлашнӑ Пӗтӗмӗшле илсен, республикӑри сывлӑш температури тунтикун -3 градусран пуҫласа +3 градуса ҫити пулнӑ14500
© ТАТМЕДИА. Все материалы, размещенные на сайте, защищены законом.
Перепечатка, воспроизведение и распространение в любом объеме информации,
размещенной на сайте, возможна только с письменного согласия редакций СМИ.
При поддержке Республиканского агентства по печати и массовым коммуникациям «ТАТМЕДИА».
Наименование СМИ: «Сувар»
№ свидетельства о регистрации СМИ, дата: ЭЛ № ФС 77 - 67940 от 06.12.2016
выдано Федеральной службой по надзору в сфере связи,
информационных технологий и массовых коммуникаций
ФИО главного редактора: Трифонова Ирина Федоровна
Адрес редакции: 420066, а/я 64, г. Казань, ул. Декабристов, д. 2
Телефон редакции: (843) 518-33-75; E-mail: suvar@mail.ru
Политика о персональных данных
Антикоррупционная политика