Çӗнӗ хыпарсем

«Çуртсем тата çынсем» вӗçленчӗ? Е малалла пырать?

«Йорт» мини-фестиваль —Островский урамӗн историйӗ çинчен калакан проекта вӗçлекен мероприяти

 

Приглашение-афиша на фест

Хула урамӗ архив пек

Сентябрӗн 6-мӗшӗнче ТР Наци музейӗн картишӗнче иртет мини-фестиваль. «Çуртсем тата çынсем: Вознесенски/Островский урамӗ» проект Хусан историне пӗр урам урлă каласа парать.

Çак проектпа ӗçлекенсем темиçе уйăх Островский урамне тӗпченӗ: архитектурине, историне, культура астăвăмне, хальхи вăхăта. Çак вăхăтра экскурсисем, лекцисемпе дискуссисем, творчество мероприятийӗсем, пленэр йӗркеленӗ. Проекта хутшăнакансемшӗн хула урамӗ Хусанти çынсем çӳрекен, пурăнакан вырăнсенчен пӗри тесе йышăнаççӗ, паллах, çавăн пекех çынсене, тӗрлӗ вăхăт тапхăрӗсене упракан архив пек йышăнма пулать ăна. 

«Йорт» мини-фестиваль проектăн финалӗ те, çав вăхăтрах кульминацийӗ те. Тӗпчев, вӗрентӳ тата творчество программисене пӗрлештерекен мероприяти пулса тăрать вăл. Çакăн хыççăн фестивале хутшăннисемшӗн Островский урамӗ хула варринчи урам çеç мар, лайăх пӗлекен çывăх тăван пек туйăнӗ. Хусанăн çеç мар, Тутарстанăн историйӗ, искусстви, литературипе музыки ун витӗр иртнине, вӗсем çине витӗм кӳнине кашни ăнланса илӗ.

Музей ӗçӗ пирӗн асра экскурсисемпе сыхланса юлнă. Наци музейӗ ирттерекен мероприятире экскурси пулмаллах ӗнтӗ. Çавăнпа мини-фестиваль 11 сехетре Островский урамӗнчи 15-мӗш çурт патӗнчен экскурсипе пуçланни питӗ тӗрӗс. Асăрхаттаратпăр, унта хутшăнас текенсен регистраци иртмелле.

Кашни çуртăн хăйӗн пӗлтерӗшӗ

ТР Наци музейӗн картишӗнче вара фестиваль 14.00 сехетре пуçланать. Унăн программинче «кашни çуртăн хăйӗн пӗлтерӗшӗ» – «сакă-çуртсенче» кашнинче искусство жанрӗсем «вырнаçса тухнă». Музыкантсен хăйсен çурчӗ, ӳнерçӗсен хăйсен тата ыттисен те çаплах.Салих Сайдашев тата тутар музыкин музейӗн, тӗслӗхрен, «винил çурт», СССР вăхăтӗнчи тутар тата вырăс юррисене итлеме пулать унта. Юрăçсемпе музыкантсенчен хăшӗсем Островский урамӗнче пурăннă.

«Асăнмалăх çуртра» Хусанти федераллă университетра тӗн кафедринче вӗренекенсем фестивале килнисенчен интервью илӗç. Вӗсене Хусанпа çыхăннă асаилӳсене каласа пама пулать. Ӳнерçӗсен çуртӗнче Островский урамӗнче иртнӗ пленэрта ӳкернӗ картинăсен куравӗ уçăлать. Ачасем валли мастер-классем ирттерессине те программăна кӗртнӗ йӗркелӳçӗсем – каллиграфине, кӗнеке ӗçне вӗрентӗç музей ӗçченӗсем.

«Мең еллык сабырлык / 1000 лет ожидания» перформанс музей картишне пуçтарăннисене тӗлӗнтерӗ те, хумхантарӗ те. Ачаран пӗлес килнине, вăрттăнлăхсемпе кăсăкланнине çырлахтарӗ.  Айдар Абдрахимов музыкантпа Альбина Нугманова перформерка, актриса Хăна картишӗн (халӗ Наци музейӗ) путвалне илсе кӗрӗç çынсене. Унта пулса курас текенсен 13.00 сехете пымалла музей картише. Чăнах та кӗресех килет-тӗк, регистраци иртмелле.

ТЮЗ на ОстровскойСăвăсем, юрăсем – куракансен кăмăлӗ тулӗ

Айрат Бик-Булатовăн «Хусан урамӗсен историйӗ революцичченхи прессăра» лекцине итлекенсем хулан ватă урамӗсем çинчен нумай çӗннине пӗлӗç. Контентмейкер, драматург тата журналист Алсу Хафиз лекцийӗ Островский урамӗнчи театрпа, театр общежитийӗсем, артистсемпе драматургсемпе, сцена рабочийӗсем çинчен кăсăклă каласа парӗ.  16.00 сехетре пуçланакан дискуссире Хусан урамӗсем çинчен мӗнле каласа парассине сӳтсе явӗç.

«Йорт» мини-фестиваль Хусан поэчӗсем хăйсен сăввисене вуласа панипе, музыка программипе – RÜYA, авалхи тӗрӗк кӗввисемпе хывнă юрăсене юрлакан ушкăн, Элина Ситдикован хальхи вăхăтри тутар хӗрарăмӗ çинчен каласа паракан ELINA проекчӗ, тӗрлӗ жанрпа, анчах тутарла çеç юрлакан K3DERT (Көчдәрт) DIY-трио, Пушкăртстан артисчӗ, мультиинструменталисчӗ Айдар Исхаков.

«Йорт» мини-фестиваль программинчи мероприятисем тӳлевсӗрех, регистраци иртме манмалла мар. Сăнӳкерчӗксем ТР Наци музейӗн пресс-службин, Т.Васильеван.


История Казани

Нет комментариев