Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çутçанталăк хăвачӗ хӗрсенче ӳссе пырать

Эрнелӗх гороскоп 06.02 – 12.02

ТАКА 21.III-20.IV

Çынпа хутшăнас кăмăл пысăк. Тен, юлташăрсем хăнана чӗнӗç, чун каниччен савăнса калаçăр вӗсемпе. Çак эрнерех çӗнӗ çынсемпе паллашатăр. Тавракурăмăра ӳстерме те лайăх вăхăт ку эрне. Канмалли кунсенче çынсемпе паллашма ан васкăр, çӗрле тӗттӗм урамсемпе пӗччен ан çӳрӗр.

ВĂКĂР 21.IV-20.V 

Çак паллăпа çуралнисем пурăнма пӗлеççӗ – çак кунсенчи лару-тăру çирӗплетет çеç ку сăмахсене. Карьерăра ӳсме те, ытларах тупăш илме те шанăç пур ку тапхăрта. Укçа-тенкӗ енчӗкӗре кӗни тахçантанпа ӗмӗтленнӗ япалана туянма май парать, юнкун, кӗçнерникун туяннă япала темӗнччен савăнтарӗ сире. 

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V-21.VI

 Ку эрнере питӗ нумай çӗннине пӗлме тăрăшатăр. Çулçӳреве тухсан шутланине пурнăçлатăр. Енчен те сирӗн тӗрлӗ сăлтавсемпе çула тухма май çук-тăк, интернетра тавракурăмăра анлăлатăр.  Канмалли кунсенче карьера тӗлӗшпе пысăк утăмсем тума тăхтамалла.

РАК 22.VI-22.VII 

Халиччен вăрттăнлăх пулни ку эрнере яр уççăн тухса тăрать. Йӗрлев ӗçӗсем ирттерме те, чăнлăх шыраса тупма та çăмăл çак кунсенче. Çемьеллисен мăшăрне улталасран хăйсене тытса чармалла. Пӗчченнисене çак кунсенче татах романтикăлла хутшăнусем кӗтеççӗ. 

АРĂСЛАН 23.VII-22.VIII

Мăшăрлисем çак кунсенче çемье пӗлтерӗшӗ пирки шухăшлаççӗ. Мăшăрăр хăйне тыткаланине, калаçнине сăнаса вăл сирӗншӗн мӗн тери хаклă пулнине ăнланса илетӗр. Çырăнмасăр пӗрле пурăнакансем çак кунсенче мăшăрланма шут тытӗç. 

ХӖР 23.VIII-22.IX 

Сывлăха тимлӗх уйăрмалла. Çутçанталăк хăвачӗ сирӗнте ӳссе пырать, çакăнпа усă курса сывлăхăра çирӗплетме май пур. Витаминлă апат çиме пуçламалла, çан-çурăма пиçӗхтерме тытăнмалла. Сиенлӗ йăласенчен хăтăласшăн-тăк, çак эрнере шутланине çăмăллăнах пурнăçлатăр. 

ТАРАСА 23.IX-23.X 

Çак эрнере пулса иртнисене чылай вăхăт ырăпа астуса пурăнăр. Мăшăрăр кӗтмен парнепе савăнтарӗ. Савнисен хутшăнăвӗсем çӗнӗ шая куçаççӗ, çемье çавăрас текенсем пулаççӗ. Канмалли кунсенче вируслă инфекцисенчен сыхланмалла, мӗншӗн тесен сирӗн организм хавшанă.

СКОРПИОН 24.X-22.XI 

Эсир çак кунсенче «кил чăххинех» çаврăнатăр – хăнана каясшăн мар, юлташăрсемпе те тӗл пуласшăн мар. Кил-çуртăра хăтлăрах тăвасшăн тăрăшатăр. Юсав ӗçӗсене пуçăнсан та ăнăçлă, хăвăрт вӗçлетӗр. Çак тапхăрта çемйӗрте килӗшӳ, кулни-шӳтлени илтӗнсе тăрать. 

УХĂÇĂ 23.XI-21.XII

Халь сирӗн çынпа хутшăнас килет. Калаçусем кăмăллă пулӗç, халиччен хирӗçсе пурăнакансемпе мирлешме те лайăх вăхăт ку кунсем. Çул çинче çӗнӗ çынсемпе паллашатăр. Халь пуçланакан романтикăлла хутшăнусенчен çемье чăмăртанас шанчăк пур. 

ТУ КАЧАКИ 22.XII-20.I 

Пурлăхпа çыхăннă ыйтусене татса пама тӳр килет çак кунсенче, ăнăçлăн вӗçлетӗр ăна. Халь сирӗн пӗтӗм тимлӗхе ӗçе уйăрмалла. Ӗçсӗррисен интереслӗ, пысăк шалу тӳлекен ӗçе вырнаçас шанăç пур. Тупăш ку эрнере сисӗнмеллех ӳсет, кил-çуртăра сӗтел-пукан е техника туянатăр. 

ШЫВТĂКАН 21.I-19.II 

Пултарулăхăра аталантарассипе хавхаланса çак кунсенче интереслӗ япаласем хатӗрлетӗр. Хӗрарăмсем хăйсен сăнарне улăштарма ăнтăлаççӗ – çӳçне урăхларах майлаççӗ, çӗнӗ стильпе çӗленӗ тумсем тăхăнаççӗ, çывăх çыннисем  ырласа йышăнаççӗ. 

ПУЛĂСЕМ 20.II-20.III 

Эрнене лăпкăн, васкамасăр хăй еккипе ирттерес кăмăл пысăк сирӗн. Отпуск илсе санаторире канса илни те аван пулӗччӗ. Ăс-хакăл практикисем валли çак кунсем питӗ ăнăçлă. Тăванăрсемпе хутшăнусем ырă, килти ӗçсене пӗрле туни те çывăхлатать сире. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев