Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çутçанталăкран йăлт пăрса кăларса ун умӗнчи парăма татса пымасан мӗн хăварăпăр эпир хамăр хыççăн?

«Эпир мӗн ӗçлени – йăлтах тутарстансен экологилле пурнăçне  тата экологи тавралăхне лайăхлатассишӗн», – терӗ ТР экологипе çутçанталăк министрӗ Александр Шадриков январӗн 25-мӗшӗнче ТР Правительство Çуртӗнче иртнӗ брифингра. Журналистсемпе тӗлпулăва министрăн пӗрремӗш çумӗ – ТР çутçанталăка сыхлассипе тӗп патшалăх инспекторӗ Айрат Шигапов та хутшăнчӗ.

Экологи министрӗн сăмахӗпе, 2019 – 2021 çулсенче республикăра çутçанталăка сыхлассипе тата упрассипе пурӗ 9,6 миллиард тенкӗлӗх тӗрлӗ мероприяти ирттернӗ. Çав шутран 6,6 миллиардне федераллă бюджетран куçарнă. 2022 – 2024 çулсене пӗтӗмпе 64 мероприяти йӗркелеме палăртнă, финанс калăпăшӗ – 13,2 миллиард тенкӗ. 10 миллиард тенки Мускавран куçмалла. Ку çулта республика бюджетӗнчен экологипе çыхăннă 34 мероприятие пурнăçлама 594 миллион тенкӗ уйăрма палăртнă.  
Александр Шадриков палăртнă тăрăх, Тутарстанра пӗлтӗр 4 федераллă проект пурнăçланнă. Çавсен шутӗнче – «Атăла сыватасси», «Таса çӗршыв», «Уникаллă шыв объекчӗсене упрасси» тата «Вăрмана  упрасси». Çак ӗçсене пурнăçлани 2 миллиона яхăн Тутарстан çыннин пурнăç пахалăхне самай лайăхлатнă. Паллах, ку проектсем яланхисем, пурнăçа кӗртнӗ те маннă теме çук. Вăрмана, шыв-шура та тăтăш пăхса тирпейлесе тăмалла. Чи малтан пирӗн пурин те çутçанталăка хисеплеме, ăна упрама вӗренмелле.
«Экологи» наци проектне кӗрекен «Атăла сыватасси» проектпа кăна республикăра 13 тасату сооруженийӗн строительствине пуçарнă. Вӗсенчен 12-шне туса пӗтернӗ. 2019 çултан пуçласа 26 гидротехника сооруженине юсанă. Пӗлтӗр Хусанта биологилле тасату сооруженийӗн реконструкцийӗ пуçланчӗ.  Çак объектран кăна юханшывсене каяш шывсен пӗтӗмӗшле калăпăшӗн 42 проценчӗ юхса тухать. Ку питӗ нумай.
Ведомство пуçлăхӗн сăмахӗпе, 2021 çулта туйăн хирсен рекультивацийӗ те пуçланнă. «Çак икӗ проекта пурнăçлани (биологилле тасату сооруженийӗсене реконструкцилессипе туйăн хирсен рекультивацийӗ) Хусан хулинче пурăнакансенне кăна мар, Атăл хӗррипе вырнаçнă ытти хулапа ялсенче пурăнакансен пурнăçне те лайăхлатса сывлăхшăн хăрушă инкеке сирсе сиенсӗрлетет», – палăртрӗ министр.

Çӳп-çап полигонӗсене рекультивацилеççӗ
Асăннă мероприятисемсӗр пуçне Республикăра «Экологи» нацпроект хӳттинче «Çутçанталăк ресурсӗсемпе усă курасси тата вӗсене çӗнӗрен чӗртесси» патшалăх программипе тӗрлӗ ӗçсем тăвăнаççӗ. Виçӗ çул хушшинче 1,3 миллиард тенкӗлӗх 41 мероприяти ирттернӗ. 2022 – 2024 çулсенчи планра тепӗр 15 пысăк ӗç.
Александр Шадриков палăртнă тăрăх, юлашки виçӗ çулта асăннă программăпа шыв-шурсене упрассипе 69 ӗç пурнăçланă, йăлтах республика бюджетӗнчен уйăрнă укçа-тенкӗпе, пӗтӗмпе 955 миллион тенкӗлӗх.
«Сывлăшри сиенлӗ япаласен шайне чакарса унăн пахалăхне ӳстерсе, каяш шывсем кăларакан объектсен шутне чакарса, çырансене çирӗплетсе эпир утăм хыççăн утăм хамăрăн тӗп тӗллев – йӗри-тавралăха сиенсӗрлетсе экологилле лару-тăрăва лайăхлатасси патне утатпăр. Экологи çинчен кашни çыннăн шутламалла», – терӗ Александр Валерьевич.
Хусан çумӗнчи Самосырово патӗнчи çӳп-çап полигонӗ те экологишӗн пысăк инкек. Начар шăршă сарăлнисӗр пуçне сывлăхшăн та хăрушă. Пӗлтӗр тинех полигона рекультивацилес ӗç пуçланнă. Ун валли федераллă бюджетран 170 миллион тенкӗ куçарнă. Кăçал пуçланă ӗçе вӗçлеме шутлаççӗ.
Министр палăртнă  тăрăх, 2020 – 2021 çулсенче «Таса çӗршыв» федераллă проекта пурнăçлама 1,3 миллиард тенкӗ уйăрнă. Çак укçапа туйăн хирсене рекультивацилеме усă курнă та ӗнтӗ, çав шутра Саба районӗнчи Шемордан ялӗ çывăхӗнчи çӗре нефть каяшӗсенчен тасатма  тата Анат Кама районӗнчи Прости ялпа Мензелинскри çӳп-çап полигонӗсене рекультивацилеме.
Шыв-шурсене тасатассипе те ӗç активлă пырать. Пӗлтӗр Лайăш районӗнчи Державино ялӗнчи кӳлле тата Никольское ялӗ çывăхӗнчи Мешăна юхса кӗрекен çырман çыранне тасатнă. Мамадыш çумӗпе юхса иртекен Вяткăна тасатассипе ӗç те вырăнтан хускалнă. Виçӗ çул хушшинче шыв-шур объекчӗсене тасатассипе 73 миллион тенкӗлӗх 15 мероприяти пурнăçласа 9 километр чухлӗ çырана тасатнă.

50 миллион тенкӗ ытла штраф тӳлеттернӗ
Айрат Шигапов çутçанталăка сыхлассипе çыхăннă сферăра  граждансем тата предприятисемпе организацисем йӗркене пăсни çинче ытларах пусăм турӗ. Тӗп патшалăх инспекторӗ пӗлтернӗ тăрăх, çутçанталăка сыхлассипе закон йӗркине пăснишӗн тутарстансене пурӗ 52,3 миллион тенкӗлӗх штраф тӳлеттермелле тунă. 2021 çулти  тӗрӗслевсемпе пурӗ 4465 йӗркене пăснă тӗслӗх тупса палăртнă. Вӗсем тăрăх административлă йӗркене пăсни пирки 4078 протокол хатӗрленӗ. Судсенче паяна 32,1 миллион тенкӗлӗх тавăç хучӗсем выртаççӗ.
Пуринчен ытла йӗркене пăсни çӳп-çапа вырнаçтарассипе çыхăннă, уйрăмах производствăра. Шăп çак енӗпе министерствăн обществăлла приемнăйне граждансенчен 1622 çăхав çитнӗ, ытти енӗпе йӗркене пăснисене шута илсен пурӗ 6284 çăхав. Çӳп-çапа санкцилемен вырăна тăкнăшăн административлă йӗркене пăсни çинчен 171 протокол хатӗрленӗ.
Санитарипе эпидемиологи икӗ уйăхлăхӗ пуçланнине пӗлтерсе Айрат Шигапов санкцилемен çӳп-çап вырăнӗсене вăхăтлă тӗп тумалли пирки  асăрхаттарчӗ. Пӗлтӗр, сăмахран, санкцилемен 1708 çӳп-çап вырăнне тупса палăртнă, 1706-шне ликвидациленӗ. Ку питӗ лайăх кăтарту.
Нумай предприяти производство каяшӗсене пуçтарассипе регионри операторсемпе килӗшӳ çирӗплетменни те проблема хушса парать. Çавна май унта та кунта «çын курман» тӗлте çӳп-çап куписем ӳссе лараççӗ. Пӗлтӗр ку енӗпе министерство предприяти хуçисем патне 1192 извещени янă, 407-шпе протокол çырнă, хăш-пӗрне хальлӗхе асăрхаттару янипе çырлахнă. Анчах вӗсем палăртнă вăхăтра çӳп-çап тăкнă вырăна тирпее кӗртмесен закон умӗнче явап тытма тивет.
Шыв-шур объекчӗсене варалассипе пӗлтӗр 464 йӗркене пăснă тӗслӗх палăртнă. 380-шпе административлă ӗç пуçарса пурӗ 6 миллион тенке яхăн штраф тӳлеттернӗ.
Чи хăрушши кунта каяш шыва тасатмасăрах юханшыва юхтарса кăларни. Тӗслӗхрен, Арск районӗнчи «Арча» тулли мар яваплăхлă общество хăй кăна çутçанталăка 6 миллион ытла тенкӗлӗх сиен кӳнӗ. Халӗ ку енӗпе предприятипе йӗрке сыхлакан органсем ӗçлеççӗ.
Тӗп патшалăх инспекторӗ çутçанталăка хирӗç тунă сăтăрла ӗçсен тӗслӗхӗсене тата та илсе кăтартрӗ, хăй ирӗкӗпе никамран ыйтмасăр шыв объектне тытса илекенсем таранах. Кунта уйрăм çыннăн е предприятин çăмăлттайлăхӗ тӗлӗнтерет. Эпир пурте çак çӗр çинче пурăнатпăр-çке? Ун ресурсӗсем вара вӗçӗмсӗр мар. Пысăк инкек е экологилле катастрофа сиксе ан тухтăр тесен çутçанталăка упрасси  тӗп вырăнта пулмалла. Çутçанталăкăн тасалăхӗпе тирпейӗ, йӗри-тавралăх экологийӗ пирки пурин те шутламалла. Çутçанталăкран йăлт пăрса кăларса ун умӗнчи парăма татса пымасан мӗн хăварăпăр эпир   хамăр хыççăн? Тем тесен те пирӗн малашлăх, çӗр çинчи ырă пурнăç экологирен килет.

Р.Гали сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев