Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çухалнисене пилотсăр аппарат ӳкерчӗкӗ тăрăх шырасшăн

«Лиза Алерт» шыравпа çăлав отрячӗн даннăйӗсем тăрăх, пирӗн çӗршывра çулсерен 180 пине яхăн çын çухалать. Шыравçăсем патне килекен заявкăсенчен ытларахăшӗ вăрманлă вырăнсенче çухалнă çынсемпе çыхăннă. Чăтлăхран тухас тесе çын таçта çити утма пултарать, çавна шута илсе халь шыравпа çăлав ӗçӗсенче çуран кӗме кăткăс вырăнсенче – вăрманпа шурлăх таврашӗнче – çынсене шыранă чух пилотсăр вӗçекен аппаратсемпе (БПЛА) усă курма пуçланă.

Октябрӗн 17-мӗшӗнчен пуçласа ноябрӗн 16-мӗшӗччен Омск облаçӗнче «Цифровой прорыв. Сезон: искусственный интеллект» конкурсăн регион шайӗнчи 23-мӗш чемпионачӗ иртет. Вăл «Россия – страна возможностей» президент платформин проекчӗсенчен пӗри. Çак тапхăрта çӗршывăн кашни регионӗнчен чемпионата хутшăнакансем Омск облаçӗн Промышленность, çыхăну, цифра тата наукăпа техника аталанăвӗн министерствин пилотсăр вӗçекен аппаратсем тунă ӳкерчӗк тăрăх çухалнă çынсене тупма пулăшакан алгоритма шухăшласа кăларас енӗпе лартнă задачăн тупсăмне тупма тăрăшӗç.

AI тата ML енӗпе чемпионатсене – искусствăлла интеллект тата машина вӗрентӗвӗ тӗлӗшпе – хăйсем тавра чи лайăх программистсемпе Data Science енӗпе специалистсене пухакан пысăк спорт темелле. Вӗсем нейросетьпе ӗçлеме вӗрентсе патшалăхпа бизнеса кирлӗ задачăсене пурнăçлама май параççӗ. 

«23-мӗш чемпионат Омск облаçӗнче иртет. Специалистсем прикладной задачăсен тупсăмне шырассинче хăйсен вăйне виçсе пăхма пултараççӗ. Эпӗ кунта иртекен чемпионатпа паллаштарма хавас, мӗншӗн тесен Омск облаçӗ хăйӗн IT-идейисемпе палăрса тăрать. Çак хулара пурăнакансем студентсемпе шкул ачисем валли информаци технологийӗсене халалланă форумсем, конференцисем тата субботниксем ирттереççӗ. Омск облаçӗнче IT-парксемпе лабораторисем пур, вӗсенче харпăр стартапсене аталантарма, çӗннине вӗренме майсем çителӗклех. Ку чемпионат пире паха йышăнусем парнелессе тата çӗнӗ IT-специалистсемпе паллаштарасси пирки иккӗленместӗп», – тенӗ «Россия – страна возможностей» АНО генеральнăй директорӗн пӗрремӗш çумӗ Алексей Агафонов. 

«Цифрăлла йышăнусем пурнăçăн пӗлтерӗшлӗ пайне йышăнма пуçларӗç. Правительствăн тӗллевӗ – цифрăна аталантаракан специалистсене тӗрев парасси. Кăçал хамăр регионта çак конкурса ирттерни пирӗншӗн пысăк чыс. Вăл чăннипех IT-специалистсемшӗн хăйсен пултарулăхне кăтартмалли, проектсем шутласа кăларса вӗсене пӗлтерӗшлӗ проблемăсене татса парас ӗçре усă курма пуçламалли май. Пирӗн специалистсен проекчӗсем çынсен пурнăçне çăлма пултараççӗ», – хăйӗн шухăшне пӗлтернӗ Омск облаçӗн Правительствин председателӗн пӗрремӗш çумӗ Дмитрий Ушаков.

Çынсене шырасси çăмăлланӗ 

Пӗр кун хушшинче пилотсăр вӗçекен аппарат 10 пин сăнӳкерчӗк тума пултарать. Вӗсене волонтерсем тӗрӗслеççӗ. Пӗр вӗçевӗн фотоӗçӗсене пăхса тухма 30 волонтер тата 8 сехет хаклă вăхăт кирлӗ. 1 сехет пӗр евӗрлӗ ӗç тусан этемӗн куçӗ ывăнса çитет, çавăнпа та вăл пӗлтерӗшлӗ самантсене асăрхамасса пултарать. 

Волонтерсен ӗçне çăмăллатас шухăшпа Омск облаçӗн Промышленность, çыхăну, цифра тата наукăпа техника аталанăвӗн министерстви пилотсăр вӗçекен аппаратсем тунă сăнӳкерчӗксенчи этем кӳлепине асăрхаса палăртма пулăшакан алгоритм шутласа тупма тӗллев лартнă. 

Асăннă хулара пурăнакансем проектăн чемпионачӗсемпе хакатонӗсене пӗрмаях хутшăнаççӗ. Тӗслӗхрен, MAGNUM OPUS команда Федерацин Çурçӗр-Хӗвеланăç округӗн Санкт-Петербургра иртнӗ хакатонӗнче 1-мӗш вырăн йышăннă. Вăл нормăпа право акчӗсен тытăмӗ усă куракан нормăсемпе пӗр килнине хаклакан алгоритм шутласа тупнă. Ку задачăна лартакан РФ Наукăпа аслă пӗлӳ министерстви командăпа тӳрех çыхăннă, малалла ӗçлесси пирки калаçса татăлнă. 

IT-чемпионатсене хутшăнса разработчиксем татса пама çук пек туйăнакан задачăсене пурнăçласа хăйсен хăнăхăвӗсене тата та ытларах аталантараççӗ, «Цифровой прорыв» сообществăн уйрăлми пайӗ пулса тăраççӗ. Чемпионатри задачăсем тӗрлӗ профильлӗ специалистсемшӗн интереслӗ – frontend- тата backend-разработчиксемшӗн, датасаентистсемшӗн, пысăк нагрузкăпа ӗçлекен сервиссен архитекторӗсемшӗн, аналитиксемпе тестировщиксемшӗн. 

Задачăна пурнăçлама пӗр уйăх параççӗ. Çак тапхăрта конкурс эксперчӗсем кашни хутшăнакан мӗн пултарнине уççăн кураççӗ, чи талантлисене палăртаççӗ. Çӗнтерӳçӗсем тӗп парнене – «Больше, чем путешествие» программа шайӗнче Раççей тăрăх курса çӳреме турист путевкине – тивӗçеççӗ. Ăна «Россия – 

страна возможностей» президент платформи пурнăçа кӗртет. 

«Цифровой прорыв. Сезон: искусственный интеллект» проектăн тӗп тӗллевӗ – пӗлтерӗшлӗ задачăсене пурнăçа кӗртме пултаракан кадрсене суйласа илес системăна йӗркелесси, искусствăлла интеллект (ИИ) технологийӗсемпе усă курса тӗрлӗ сервиссем, таварсем тума пултаракан талантлă, перспективлă специалистсене аталанма пулăшасси, тӗрев парасси, ИИ-пӗрлӗх йӗркелесе аталантарасси, ИИ-продуктсене популяризацилесси. 

Регионсен шайӗнче 25 чемпионат

Кăçал регионсен шайӗнче 25 чемпионат ирттерме палăртнă. Вӗсенчен кашниех 25 кунран кая мар пырать. Кăçал çавнашкал чемпионатсене 2500 çынран кая мар хутшăнать. Çавăн пекех Раççейӗн тӗрлӗ регионӗсенче округ шайӗнчи 8 хакатон иртет. Кашнин умнех 3-рен пуçласа 5 таран кейс задачи лартнă. 

Пурӗ вара проект шайӗнче 2021 çултан пуçласа 2024 çулччен искусствăлла интеллект тӗлӗшпе 116 хакатон ирттерме палăртнă. 

Конкурса йӗркелекенӗ – РФ Экономика аталананăвӗн министерстви, операторӗ – «Россия – страна возможностей» АНО. 

Сăмах май, тутарстансем те хастар хутшăнаççӗ çак проекта. «Цифровой прорыв» конкурсăн пӗлтӗрхи финалӗ Тутарстанра – Иннополисра – иртнӗччӗ. Унта пӗтӗм Раççейрен 1300 ытла IT-специалист хутшăннăччӗ. Ун чух пӗр кейс енӗпе Иннополисăн 18-19 çулти çамрăксенчен тăракан команди 1 миллион тенкӗ выляса илчӗ. «Цифровой прорыв. Сезон: искусственный интеллект» проектăн регионти чемпионачӗ вара Тутарстанра кăçал июль уйăхӗн вӗçӗнчен пуçласа августăн 24-мӗшӗччен иртрӗ. Унта 421 IT-специалист хутшăнчӗ. Вӗсем ТР Патшалăх управленийӗнчи цифра аталанăвӗн, информаци технологийӗсемпе çыхăну министерствин задачине пурнăçларӗç: çынсен пичӗпе кӳлепине тата машина номерӗсене уйăрса илме пулăшакан модель ăсталарӗç. Чи маттур 15 специалист Раççей тăрăх курса çӳреме турист путевкине тивӗçрӗ. (И.Кузьмина сăнӳкерчӗкӗ).

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: 2022 – год цифровизации