Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Чӑваш Енре регионсем хушшинчи «Пурӑн, чӑваш тĕрри!» конкурс çӗнтерӳçисене чысланă

Конкурса Чӑваш Енри, Пушкӑртстанри, Иркутск тата Ульяновск облаçӗсенчи тӗрлӗ районсемпе хуласенче пурăнакан ӑстасемпе ӳнерçӗсем хутшăннă, вĕсем пурĕ 80 ӗç тӑратнӑ. Условисем тӑрӑх унта хутшӑнакансем чӑваш тӗррипе ача-пӑча тумне илемлетмелле пулнă.

«Пурӑн, чӑваш тĕрри!» конкурсăн Гран-прине Чӑваш Республикин Наци библиотеки çумӗнчи «Асамлӑ тӗрӗ» клуб ертӳçи, халӑх ӳнер промыслисен ӑсти Надежда Кузнецова çӗнсе илнӗ. 


«Вĕренекен костюмĕ» номинацире Чӑваш тӗррин наци шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ Оксана Федорова пĕрремĕш вырăна тивĕçнĕ. «Шкул аксессуарӗ» номинацире — Чӑваш тӗррин наци шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ Марина Алексеева, «Ача-пӑча костюмӗ» номинацире — Шупашкарти 61 № вӑтам пӗлӳ паракан шкул вӗрентекенӗ, Чӑваш тӗррин наци шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ Нина Михеева çĕнсе илнĕ.


Чӑваш тӗррин кунне халалланӑ савӑнӑçлӑ мероприятие Чӑваш Ен Пуçлӑхӗ Олег Николаев та хутшăннă.

Сăнӳкерчӗк culture. cap. ru сайтран.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чувашская вышивка