Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Чӑваш литературин аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑ

2024 çулта Чӑваш Енре чӑвашсен паллӑ поэчӗ Çеçпӗл Мишши çуралнӑранпа 125 çул çитнине уявлаççӗ. Маларах Чӑваш Ен Пуçлӑхӗ Олег Николаев тивӗçлӗ указа алӑ пуснӑ.

Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗ чӑвашсен паллӑ поэчӗ Çеçпӗл Мишши çуралнӑранпа 125 çул çитнине халалланӑ уяв мероприятийӗсене хатӗрленсе ирттерессипе ӗçлекен йӗркелӳ комитечӗн йышне хӑйӗн хушӑвӗпе çирӗплетнӗ. Кун пирки «Хыпар. Вести Чуваши» пĕлтерет.

Унӑн йышне Чӑваш Республикин ӗç тӑвакан органӗсен, Чӑваш Республикинчи вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсен тата общество организацийӗсен сӗнӗвӗсене шута илсе йӗркеленӗ.

Аса илтеретпĕр, 2024 çулта ноябрӗн 16-мӗшӗнче чӑвашсен паллӑ поэчӗ, драматургӗ, прозаикӗ, патшалӑх тата общество деятелӗ Çеçпӗл Мишши (Кузьмин М. К.) çуралнӑранпа 125 çул çитет.

Сăнӳкерчӗк culture.cap.ru сайтран.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: знаменитые люди чувашского народа