Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çын правине хӳтӗлекенсем Хусана пуçтарăнаççӗ

Халăхсен хушшинчи мероприятие Тутарстан 100 омбудсмана кӗтет.

Хусанта сентябрӗн 11-13-мӗшӗсенче омбудсмансен пысăк форумӗ иртет. Çак кунсенчен пӗринче, сентябрӗн 12-ӗшӗнче Башир Рамеев ячӗллӗ IT-паркра «Омбудсмансен эффективлă практикисем: наци уйрăмлăхӗсем тата универсаллă мелсем» наукăпа практика конференцийӗ пулать. Омбудсмасен Ази ассоциацийӗн генеральăй ассамблейин 17-мӗш ларăвӗпе тата Директорсен Канашӗн 24-мӗш ларăвӗпе çыхăннă çакă. ТР омбудсманӗ Сария Сабурская паян «Татар-информ» информаци агентствинче иртнӗ пресс-конференцире пулас мероприяти çинчен  журналистсене тӗплӗн каласа пачӗ.

Халăхсен хушшинчи мероприятие Тутарстан 100 омбудсмана кӗтет. Раççей Федерацийӗнче çын прависемпе уполномоченнăй Татьяна Москалькова тата унăн регионсенчи ӗçтешӗсем те пулӗç тӗлулура.

 Сăнӳкерчӗк «Татр-информ» ИА.  

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество