Сувар

Çын пурнăçне илтӗн-тӗк, хăвăннипе сывпуллашма хатӗр пул

«Хăш-пӗр лару-тăрура тӳрленни пирки калаçни усăсăр. Наказани виçин нумай функци, чи малтан вăл тунă преступленипе тан явап тыттарни. Çавăнпа та эпӗ вӗлермелли явапшăн»

ТР Верховнăй судăн Председателӗ Ильгиз Гилазов Хусан федераллă университечӗн студенчӗсемпе тӗл пулнă чухне преступленисемшӗн вӗлермелли явап (смертная казнь) тыттарассишӗн пулнине пӗлтернӗ.
«Эпӗ смертная казньшӗн, ăнлантаратăп мӗншӗнне. Ăнсăртран тунă, ситуативлă, чикӗллӗ преступленисем пур. Анчах Чикатило тунă хурахла ӗçсем çине мӗнле пăхмалла? Ачасене вӗлерни çине тата? Çакăншăн пурнăç тăршшӗпе тӗрмере лартни кăна çителӗклӗ-и?», – ыйту панă Ильгиз Гилазов.

Ун сăмахӗсемпе, наказанин чи çӳллӗ мерине кăна памалли хăрушă преступленисем пур.

Реклама

«Хăш-пӗр лару-тăрура тӳрленни пирки калаçни усăсăр. Наказани виçин нумай функци, чи малтан вăл тунă преступленипе тан явап тыттарни. Çавăнпа та эпӗ вӗлермелли явапшăн», – тесе палăртнă Тутарстанри Верховнăй судăн тӗп тӳри.    

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: