Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çын тăнăçлăхӗшӗн ӗçлесе тава тивӗçнӗ

Хула Кунӗнче ТР шӗкӗр хулин Хисеплӗ çыннисен кӗнекине тата Хулан хисеп кӗнекине çӗнӗ ятсем çырăнаççӗ. 2023 çул та çаплах пулчӗ.

Паян Ратушăра Хусан мэрӗ Ильсур Метшин хула аталанăвне пысăк тӳпе кӗртнисене наградăсем парса саламларӗ: «Пурăнса иртнӗ кашни çул хула летопиçне мӗн-тӗр çӗнни, ырри çырать. Тутарстанăн çӗнӗ историйӗ пуçланнăранпа 30 çул çитрӗ. Çак вăхăтра Респблика, унăн шӗкӗр хули çын тăнăçлăхӗшӗн пуçарнă ӗçсенче пысăк çитӗнӳсем тунă». Хула ертӳçи çакăнпа лăпланса лармасăр малашне те социаллă сферăна аталантарассишӗн тăрăшса ӗçлемеллине палăртрӗ.

Хула Кунӗнче ТР шӗкӗр хулин Хисеплӗ çыннисен кӗнекине тата Хулан хисеп кӗнекине çӗнӗ ятсем çырăнаççӗ. 2023 çул та çаплах пулчӗ.  

«Хусанăн Хисеплӗ гражданинӗ» ята «УНИКС» баскетбол клубӗн президенчӗ Евгений Богачев тивӗçрӗ. Виçӗ хутчен тӗнче чемпионӗ, пилӗк хутчен Гагарин кубокне илнӗ Данис Зарипов хоккеистăн ятне «Хусан Хисеп кӗнекине» çырчӗç.  Унта çавăн пекех хулашăн пысăк пӗлтерӗшлӗ икӗ организацие кӗртрӗç – ТР Сывлăх сыхлав Республикăн клиникăлла больницине тата Хусан тар заводне.

«Ӗçри хастарлăхшăн» медальпе Ильсур Раисович   «Каздорсервис» тулли мар яваплăхлă обществăн тӗп энергетикне Евгений Бабичева, «Центральный» ФСО директор çумне –«Юность» олимп резервӗн спорт шкулӗн директорне Рафик Мурзакова, «Мисс Татарстан» Республикăн обществăлла организацин президентне Изольда Сахаровăна тата Хусан апат-çимӗç тата социаллă апатлану департаменчӗн генеральнăй директорӗн çумне Ильмира Султановăна наградăларӗ.

«Ана даны – Анне мухтавӗ» медале Киров районӗнчи 122№ ача-пăча садикӗн воспитательне Гульчачак Абдуллина илме тивӗç пулчӗ. «ТР Тава тивӗçлӗ врачӗ» ята ТР Сывлăх сыхлавӗн Республика судпа медицина экспертизин бюровӗн врачне Виталий Акбашева панă. «ТР Тава тивӗçлӗ культура ӗçченӗ» ята  А.С.Ключарев ячӗллӗ 7№ ачасен музыка шкулӗн преподавательне Эльмира Гарапшина тивӗçнӗ.

Çавăн пекех «ТР тава тивӗçлӗ машиностроителӗ», «ТР Тава тивӗçлӗ учителӗ» ятсем пачӗç тăрăшуллисене.

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА. Авторӗ В.Васильев.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество