Çырăн та квитанцине редакцие ярса пар: «Сувар» парнесӗр хăвармасть
ИЮНӖН 7-17-МӖШӖСЕНЧЕ – ЙӲНӖРЕХ!
Хаклă вулаканăмăрсем! 2021 çулăн 2-мӗш çур çулӗ валли хаçат- журнал çырăнас тӗп кампанин юлашки уйăхне кӗтӗмӗр. Апла-тăк шутлă кунсем юлчӗç. Паян тумалли ӗçе ырана хăвармасăр хăвăр юратнă пичет кăларăмне – «Сувара» – çырăнма васкăр!
Халиччен çырăнса ӗлкӗрейменнисем валли лайăх хыпар пур: Раççей Почти июнӗн 7-17-мӗшӗсенче каллех çырăнтару декади ирттерме йышăннă. Апла-тăк çак тапхăрта «Сувара» ытти чухнехи хакран самай йӳнӗрехпе – 577 тенкӗ те 68 пуспа – çырăнма пулать. Çак майпа усă курса юлăр, хаклă вулаканăмăрсем. Эсир 2021 çулăн иккӗмӗш çур çулӗнче те Хусан хулинче 28 çул эрнесерен тухса тăракан чăвашла хаçатпа пӗрле пуласса шанатпăр.
Хаçата çыхăну уйрăмне кайса та, Раççей Почтин podpiska.pochta.ru сайчӗ урлă та çырăнма пулать. «Сувар» индексӗ Тутарстанра – П2340, Раççейӗн ытти регионӗсенче – П7093.
Аса илтеретпӗр: хальхинче те «Сувар» çырăннисен хушшинче акци ирттеретпӗр – парнесем вылянтаратпăр. Акцие хутшăнас тесен хаçата 2021 çулăн 2-мӗш çур çулне çырăнмалла та квитанцие (копине, сканне) редакцие ярса памалла: редакцин suvar@mail.ru электронлă почти çине, 89179076881 номерпе Ватсапп урлă е çыхăну уйрăмӗ урлă çырупа. Хăвăрăн хушаматăра, ятăра, аçăр ятне, адресăра, телефон номерне туллин пӗлтерме ан манăр. Квитанцисене июлӗн 5-мӗшӗччен йышăнатпăр.
«Сувар» вулар, пӗрле пулар!
Редакци.
А.Наумов сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев