Сувар

ÇЫРĂН ТА ПАРНЕ ВЫЛЯСА ИЛ

Хаклă вулаканăмăрсем! 2022 çулăн пӗрремӗш çур çулне хаçат-журнал çырăнас кампани малалла тăсăлать. «Сувар» хаçата çыхăну уйрăмне кайса та, Раççей Почтин podpiska.pochta.ru сайчӗ урлă та çырăнма пулать. Ку çырăнтару кампанийӗнче те «Сувара» çырăнакансен хушшинче редакци акци ирттерет. Хальхинче те чаплă парнесем вылянтарăпăр. Тӗп парне – пылесос. Мӗн тумалла-ха акцие хутшăнас тесен?

Хаçата 2022 çулăн пӗрремӗш çур çулне çырăнмалла та квитанцине (е унăн копине) редакцие хăвăра меллӗ майпа – почта урлă çырупа (420066, г.Казань, Декабристов, 2, а/я 64 адреспа), suvar@mail.ru электронлă адреспа е редакцин +79179076881 телефон номерӗ çине Ватсапп урлă ярса памалла. Хăвăрăн тулли ятăра (хушамат, ят, аçăр ячӗ), адресăра тата телефон номерне çырса яма ан манăр. Квитанцисене 2022 çулхи январӗн 14-мӗшӗччен йышăнатпăр.
Эппин, тусăмăрсем, сиртен квитанцисем кӗтетпӗр!

Хаçат индексӗ Тутарстанра – П2340,
Раççейӗн ытти регионӗсенче – П7093.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: