Сувар

Çырăнтару декади пуçланчӗ: «Сувара» йӳнӗ хакпа çырăнса ӗлкӗрӗр!

Раççей Почти апрелӗн 5-15-мӗшӗсенче çырăнтару декади ирттерет. Çак 10 кун хушшинче «Сувара» ытти чухнехи хакран самай йӳнӗрехпе – 577 тенкӗ те 68 пуспа – çырăнма пулать.

Хаклă вулаканăмăрсем! Çуркуннен иккӗмӗш уйăхне – апреле – кӗтӗмӗр, апла пулсан 2021 çулăн 2-мӗш çур çулӗ валли «Сувар» хаçат çырăнма вăхăт çитрӗ. Çак ӗçе ырана-тепӗр куна хăвармасăр тусан аван, мӗншӗн тесен çырăнтару кампанийӗ пуçланнă-пуçланман хаçат-журнал çырăнакансене ăнать. Мӗн енчен-ха?

Раççей Почти апрелӗн 5-15-мӗшӗсенче çырăнтару декади ирттерет. Çак 10 кун хушшинче «Сувара» ытти чухнехи хакран самай йӳнӗрехпе – 577 тенкӗ те 68 пуспа – çырăнма пулать. Çырăнтару кампанийӗ вӗçлениччен кунашкал декада тата пуласси иккӗленӳллӗ. Çавăнпа та Хусан хулинче акă ӗнтӗ 28 çула яхăн эрнесерен тухса тăракан чăвашла хаçата вăхăтлă çырăнса ӗлкӗрӗр. Хаçата çыхăну уйрăмне кайса та, Раççей Почтин podpiska.pochta.ru сайчӗ урлă та çырăнма пулать.

«Сувар» индексӗ Тутарстанра – П2340, Раççейӗн ытти регионӗсенче – П7093.

 

К.Малышев сăнӳкерчӗкӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: