Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çырава хутшăнса iPhone 13 выляса илме пулать

Çырава хутшăнса iPhone 13 выляса илме пулать. Ним йывăрри те çук кунта. Ноябрӗн 1-мӗшӗнчен пуçласа 14-мӗшӗччен Пӗтӗм Раççейри халăх çыравне хутшăннă çыннăн çӳлерех асăннă фотоконкурса хутшăнмалла.

Ӗнер Хусанта Пӗтӗм Раççейри халăх çыравне хутшăнакансен хушшинче ирттерекен фотоконкурса хутшăнса çӗнтернӗ тата икӗ çынна iPhone 13 смартфонсем парнеленӗ. Конкурса «Народный Татарстан» проект йӗркеленӗ. Хальхинче Дина Исхаковăпа Алсу Хайруллина çӗнтернӗ.

Çырава хутшăнса мӗнле айфон выляса илме пулать-ха? Ним йывăрри те çук кунта. Ноябрӗн 1-мӗшӗнчен пуçласа 14-мӗшӗччен Пӗтӗм Раççейри халăх çыравне хутшăннă çыннăн çӳлерех асăннă фотоконкурса хутшăнмалла. Фотоконкурс валли стационарлă çырав пунктне е МФЦна килмелле те çыравпа çыхăннă баннер умӗнче селфи е сăнӳкерчӗк тумалла. Сăнӳкерчӗке хăвăрăн «Вконтакте» е Инстаграм соцсетьсенчи аккаунтсенче вырнаçтармалла (профиль коммерциллӗ мар тата уçă пулмалла). Сăнӳкерчӗксен айне #ТатарстанВместе тата #МояПерепись хэштегсем лартмалла.

Акцие йӗркелекенсем кашни кун каçпа 20.00 сехетре «Вконтакте» соцсетьре «Народный Татарстан» сообществăн https://vk.com/narodniytatarstan страницинче тӳрӗ эфирта айфон вылянтараççӗ.

Фотоконкурса хутшăнса пăхар мар-и?

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев