Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Çырчаллинчи чăваш халăх ансамблӗпе ачасен «Путене» ушкăнӗ отчетлă концерта Тăван çӗршыв хӳтӗлевçисене халалларӗç

2025 çула Тутарстанра Тăван çӗршыв хӳтӗлевçин çулталăкӗ тесе палăртнă. Çырчаллинчи «Чӗкеç» халăх ансамблӗпе ачасен «Путене» ушкăнӗ те хăйсен отчетлă концертне çакна халалласа «Телей сана, Тăван çӗршывăм» ятпа ирттерчӗç. Пуш уйăхӗн 23-мӗшӗнче хулари Туслăх Çуртӗнче иртенпех уяв – Чăваш культура кунӗ. Сцена çинче артистсем хатӗрленеççӗ, фойере ал ӗç ăстисем С.А.Прокопьева, Т.М.Миронова, Ю.Е.Никифорова «Чăваш халăхӗн эткерлӗхӗ» курав йӗркеленӗ. Кунта авалхи тӗрленӗ алшăллисене, сурпансене, хушпу-тухьяпа чăваш пуканисене курма пулать.

15 сехет тӗлне залра куракансем туллиех пуçтарăнчӗç. «Чӗкеç» ушкăна, унăн ертӳçине – Тутарстан Республикин культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченне Елена Львовна Кондюковăна республикăра та, регионсенче те аван пӗлеççӗ. Вăл ертсе пыракан коллектив хăйӗн пултарулăхӗпе, юрри-ташшипе Мускаври, Санкт-Петербург­ри, Шупашкарти чăвашсене савăнтарнă. 

Ку концерта та Çеçпӗл Мишшин çӗк­ленӳллӗ, хăватлă, янравлă «Чăваш ачине» юррипе лартнă постановкăпа уçрӗç. Сцена çинче пӗтӗм коллектив юрлать, ташлать. Ташлакансен аллинчи хӳхӗм алшăллисем, чăваш тӗррисем уява илем кӳрсе тăраççӗ. Куракансем юрра тăвăллăн алă çупса кӗтсе илчӗç. Программа питӗ анлă: халăх юррисем, хальхи эстрада юррисем, чăваш ташшисем. Куракансене питӗ килӗшрӗ. Ачасен «Путене» ушкăнне вара йăл кулăсăр курма çук! Ача садне çӳрекен, шкулта вӗренекен ачасем чăвашла юрлаççӗ, ташлаççӗ, музыка инструменчӗсемпе калаççӗ, савăнăçпа çиçеççӗ.

Аслă Çӗнтерӳ 80 çул тултарнине программăра уйрăм тимлӗхпе палăртнă. Вăрçă инкекӗ, унăн аркатăвӗ, çухатусем халăх асӗнче. «Ватă хурăн» юрра куракансем хурланса итлерӗç. Зал «Мир, туслăх кирлӗ тӗнчене!»  шухăшпа пӗрлешсе шăп ларчӗ… Икӗ сехете яхăн «Чӗкеç» халăха хă­йӗн пултарулăхӗпе савăнтарчӗ. Концерта вӗçлеме тепӗр хут сцена çине пӗтӗм коллектив тухрӗ. Уява «Мир любви» юрăпа вӗçлерӗç.  Çӗнӗ юрра кӗске вăхăтра вӗренчӗç, унпа Пӗтӗм тӗнче шайӗнчи флешмоба хутшăнчӗç. Хăш-пӗр самантсене сăмахпа каласа ăнлантарма йывăр – курмалла: артистсем, куракансем тăрса вырăсла та, чăвашла та пӗрле юрларӗç!

Çакăн пек ӳсӗмсем тума «Чӗкеç» ăçтан вăй-­хăват илет-ха? Мӗн чăмăртаса тăрать çак пысăк коллектива? Паянхи кун ушкăна аслисем 26 çын, 20 ача хутшăнаççӗ. Респуб­ликăри чăваш коллективӗсен хушшинче çыр­чаллисем чи йышли пулӗ. Паллах, чăваш культурине кăмăллани, уншăн çунни пӗрлештерет çынсене. 

Камсем-ха вӗсем çак хастар чăвашсем? Тивӗçлӗ канăва тухнă пенсионерсем, ӗçлекен çамрăк çынсем, студентсем, шкулта вӗренекенсем, ача садне çӳрекен шăпăрлансем. Çемьери пек кунта тӗрлӗ çултисем пур. Чăннипех те «Чӗкеçе» çемье ушкăнӗ теме пулать. Давыдовсен çемйинчен тухнă Вероника Плотникова хăйӗн Настя хӗрӗпе, унăн йăмăкӗ Мария Николаева Семен ывăлӗпе тата Ульяна хӗрӗпе, тепӗр йăмăкӗ Алена Краснова Матвейпа София ачисемпе, Таисия Пименова Алена хӗрӗпе, Наталья Рыбакова Настя мăнукӗпе, Галина Грибачева Анастасия мăнукӗпе, Роза Мартынова Сафия мăнукӗпе, арлă-арăмлă Иринăпа Николай Никитинсем, Катеринăпа Таисия Кожемановасем, Любовь Максименкăн тăванӗсем Андрей тата Вера. 

Ушкăнăн никӗсне тытса тăраканнисем – ертӳçи Елена Кондюкова, Виталий Маторкин аккомпаниатор, хулари ЧНКЦ председателӗ Александр Павлов, унăн çумӗ Федор Корнеев, Юлия Никифорова хореограф, сумлă аслисем Юрий Матвеев, Любовь Максименко, Вера Барабашова, Зинаида Николаева, Светлана Шартынова, КамАЗ ӗçченӗсем Мария Давыдова, Ильназ Гилазов, Кирилл Чернышев, Эльвик Гапсаликов. Ку пултаруллă йӗкӗтсем çинчен уйрăм калас килет. Вӗсем тутар çамрăкӗсем, чăвашла юрăсем вӗренеççӗ, пур концерта та хутшăнаççӗ. «Чӗкеçре» хамăра  тăван çемьери пек туятпăр!» – теççӗ йӗкӗтсем.

Çырчаллинчи ЧНКЦ, хулари чăвашсем ятарлă çар операцийӗнчи ентешсем патне те пулăшу яраççӗ. Ку ӗçе хулари Чăваш хӗрарăмӗсен союзӗн председателӗ Вера Охотникова йӗркелесе пырать. Февраль уйăхӗнче Тăван çӗршыв хӳтӗлевçин кунӗ ячӗпе черетлӗ пулăшу – медикаментсем – ăсатрӗç.

Чăвашсем сăпайлăхпа палăрса тăраççӗ, тав сăмахӗ кашни кун кӗтмеççӗ. Паян ва­ра ушкăнри кашни çынна чăвашлăха упра­нă­шăн таймапуç тесе калас килет. 

 

Роза МАРТЫНОВА.

Автор тата «Родник» Туслăх 

Çурчӗн сăнӳкерчӗкӗсем.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев