Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çырчаллинчи беби-бокса ача килсе хунă

2 килограмм та 60 грам таякан хӗр пӗрчи сывах çуралнă. Вăрламан-ши ăна?

Автохулари беби-бокса паян ирхине темиçе сехет каялла кăна çуралнă ача килсе хунине пӗлтерет «Татар-информ»  ИА  «Челнинские вести» хаçатăн хыпарӗ çине таянса. Пӗчӗк хӗр пӗрчине чӗрчунсене илсе çӳремелли сумкăна кипкепе тата алшăллипе чӗркесе хунă иккен. Хальӗхе паллă пулнă тăрăх, ăна арçын килсе хуни кăна паллă. Паллах, хӗр ачана тӳрех тухтăрсем тӗрӗсленӗ. 2 килограмм та 60 грам таяканскер сывах çуралнă иккен. Хула Ӗçтăвкомăн опекăпа попечительство уйрăмӗн ертӳçи Роза Гернер пӗлтернӗ тăрăх, çак факт енӗпе малтан уголовнăй ӗç пуçарса ачана вăрламанние тӗрӗслӗç. Енчен те ачана вăрламан пулсан, ăна ятпа хушамат парса усрава пама хатӗрлеме тытăнӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Происшествия