Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çырчаллинчи чăваш халăх ансамблӗ Хусанта юрлӗ

Аса илтеретпӗр, уяв концерчӗ Г.Камал театрӗ умӗнче 14.00 сехетре пуçланать.

Хусанта авăн уйăхӗн 11-мӗшӗнче иртекен «Мозаика культур» этноконфесси фестивалӗнче Çырчаллинчи «Чӗкеç» халăх ансамблӗ хутшăнать. Ăна нумай çул ТР Культура тава тивӗçлӗ ӗçченӗ Елена Кондюкова ертсе пырать, акомпониаторӗ Виталий Маторкин.

Çавăн пекех фестивале Хусанти çамрăксен «Ӗмӗт» ансамблӗ те хутшăнать. Ăна Анжелика Еремеева ертсе пырать.

Концертри чăвашсен пайне Хусанта пурăнакан пӗртăван Чаркинасем – Софияпа Стефания та хутшăнаççӗ.

Пуринчен те ытларах куракансем Алексей Московский юрланине кӗтӗç.

Аса илтеретпӗр, уяв концерчӗ Г.Камал театрӗ умӗнче 14.00 сехетре пуçланать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев