Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çырчаллинчи виçӗ ярмаркăра 10 тонна ытла сахăр сутнă

Апрелӗн 2-мӗшӗнче Çырчаллинчи виçӗ тӗлте ял-хуçалăх ярмаркисем иртнӗ. Фермерсем туса илекен продукцине Тукай çыран хӗрринче, ипподром территоийӗнче тата «Южный» агропромышленность паркӗнче туянма май пулнă.

Нумай кирлине кура ярмаркăсене вунă тонна ытла сахăр, çирӗм тонна ытла кӗрпесемпе çăнăх, тăвар сутма илсе килнӗ. Пӗтӗмӗшле илсен, иртнӗ канмалли кунсенче автохула çыннисене ярмаркăсенче 18 миллион тенкӗлӗх 182 тонна продукци сутнă. Хăйсен продукцине ярмарка лаптăкӗсене Агрыз, Актаныш, Мамадыш, Мензеле, Менделеевск, Сарман, Тукай тата ытти муниципаллă районсем илсе килнӗ. Çавăн пекех Татпотребсоюз предприятийӗсем те çак ярмаркăсене хастар хутшăннă. Тӗрлӗ апат-çимӗç таварне лавккаринчен йӳнерех хакпа апрелӗн 9-мӗшӗнче туянма май пулать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев