Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Чыс та мухтав паттăрсене!

Кăçал Раççейре те, Тутарстанра та Тăван çӗршыв хӳтӗлевçин çулталăкӗ. Çавăн пекех Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче çӗнтернӗренпе 80 çул çитет. Çӗршыва хӳтӗлекенсем пирӗн çӗршывра яланах хисепре пулнă.

Хальхи вăхăтра ывăлсем, пичче-шăллăмăрсем, аттесемпе асатте-кукаçейсем Раççей чысне ятарлă çар операцийӗнче хӳтӗленӗ чухне пушшех те. Халӗ 80 çул каялла пирӗн çӗршыва тӗп тăвас текен тăшмана çӗнтернӗ асатте-кукаçейсен мăнукӗсемпе кӗçӗн мăнукӗсем тăван çӗрсемшӗн, халăхшăн харсăррăн кӗрешеççӗ. Чыс та мухтав паттăрсене! Тăван çӗршыв хӳтӗлевçин кунӗпе пурне те саламланă май хамăрăн паттăр ентеш Алексей Рафиков çинчен каласа парас килет вулакансене.

Алексей Рафиков 2000 çулхи июнӗн 24-мӗшӗнче Çӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Йӗлмелӗнче çуралнă. Сергей Петровичпа Альбина Витальевна Рафиковсен виççӗмӗш ачи вăл, аслисем хӗрсем. Шкулта аван вӗреннӗ Алексей. Уйрăмах информатика, вырăс чӗлхи, технологи тата физкультура урокӗсене килӗштернӗ тăрăшуллă ача. Футболла, волейболла, сӗтел çи теннисла выляма кăмăлланă. 

Ачаранах Алексей тимлӗ, ӗçчен тата çынсене яланах пулăшма хатӗр пулса ӳснӗ, кӗçӗннисене хӳтӗлеме тăрăшнă. Çӗнӗ Йӗлмел шкулне пӗтерсен 2016 çулта Ульяновскри экономикăпа информатика колледжне вӗренме кӗнӗ. Шкулти пекех, кунта вăл спорт мероприятийӗсене хастар хутшăннă. Ачаран программист пулас текенскерӗн ӗмӗчӗ 2020 çулта пурнăçланнă – Алексей вӗренсе пӗтерсе инженер-программист дипломне илнӗ. 

2020 çулхи октябрь уйăхӗнче Алексей Рафиков Ульяновскри 31-мӗш уйрăм десантпа штурм бригадинче тăма икӗ çуллăха контракт çырнă. 2022 çулхи январьте Казахстанри мирлештерӳ операцине хутшăннă, уншăн медале те тивӗçнӗ. 

2022 çулхи февральте ятарлă çар операцийӗ пуçлансан çӳлерех асăннă десантпа штурм бригадин йышӗнче Украинăна кайнă, Киевран 13 километрти плацдарм патнех çитнӗ. Анчах та çӳлтен пирӗн подразделенисене дислокаци вырăнне улăштарма приказ килнӗ. Ку Киевăн суя маневрӗ çеç пулнă – шантарнă пек Раççейпе мирлӗ килӗшӳ тума шутламан та вăл. 

Раф позывнойлă ентешӗмӗр (çарти тусӗсем шăпах çапла чӗнеççӗ ăна) ятарлă çар операцийӗ вăхăтӗнче хăйне чăн-чăн паттăр пек кăтартнă, пилӗк медале тивӗçнӗ. Вӗсен хушшинче «Ятарлă çар операцине хутшăнакан», Гостомеле илнӗшӗн «Хăюлăхшăн», Кременная хулине ирӗке кăларнăшăн Суворов, Клещеевкăна илнӗшӗн тата тăшмана çывăха ямасăр позицие тытса тăма пултарнăшăн Жуков, Попасная хулине илнӗшӗн II степеньлӗ «Харсăрлăхшăн» медальсене тивӗçнӗ. 

2023 çулхи август уйăхӗнче Курдюмовка патӗнче пынă çапăçусенче Алексей Рафиков аманнă, телее, госпитальте ăнăçлă сипленнӗ хыççăн каллех строя тăнă. 

Алексейпе тӗл пулсан эпӗ: «Чăн-чăн хӳтӗлевçӗ мӗнлерех çын вăл?» – тесе ыйтмасăр чăтаймарăм. «Чăн-чăн салтак вăл – мал ӗмӗтлӗ, хăюллă, çирӗп, харсăр, пăлханусăр, ыттисемпе пӗр чӗлхе тупма пӗлекен çын», – тесе хуравларӗ. Хăй те шăпах çакăн пек пахалăхлă хӳтӗлевçӗ вăл. 

Алексей пек паттăрсем нумай пирӗн, çавăнпа та Çӗнтерӳ хальхинче те пирӗн пуласси пирки пӗртте иккӗленместпӗр. 

 

А.Рафиковăн харпăр архивӗнчи сăнӳкерчӗк.  

Сăнӳкерчӗкре: СВО паттăрӗ Алексей Рафиков.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Герои СВО Наши герои