Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çывăх уйăхсенче М-12 трассăн Хусантан Екатеринбурга каякан çула тума тытăнӗç

Кризис вăхăтӗнче строительство çине пусăм тунă çӗршывсем мала кайнине пурнăç кăтартса парать

Çак трассăн проектпа смета документацине хатӗрлесе çитерни çинчен Раççей Президентне Правительство канашлăвӗнче вице-премьер Марат Хуснуллин пӗлтернӗ.

Вăл каласа панă тăрăх, трассăн Хусан-Мускав участокӗнче 15 пин çын ӗçлет, вӗсене ултă пин единица техника пулăшать. Çуллана строительствора усă куракан техникăн шучӗ 30 пине çитет.

«Хусантан Екатеринбурга каякан çулпа мӗн пур проектпа смета документацине туса пӗтернӗ, территорине хатӗрлессине илсе пыратпăр, тата пӗр-ик уйăхран строительство тума тытăнатпăр, - тенӗ Правительство председателӗн çумӗ. – Малалла Монголи тата Китай енне пăхатпăр, Новоибирск, Кемерово таран».  

Хуснуллин хушса каланă тăрăх, çывăх уйăхсенче Екатеринбургран Челябинска илсе каякан çула реконструкцилесе пӗтермелле. Юсав хыççăн вăл тăватă полоса таран сарăлмалла. Çак участокра ӗçсене 2022 çулта вӗçлемелле.  

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев