Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çывăх вăхăтра çӗнӗ чукун çул маршручӗсем уçăлмалла

РЖД проектпа смета документацине тӗпчет, финанслав схемипе условийӗсене хатӗрлет. Хусан çывăхӗнчи чукун çул маршручӗсемпе çынсене 119 направленипе турттараççӗ, çав шутра Тутарстан, Марий Эл, Пушкăртстан, Удмурти, Чăваш Ен.

Кăçал Анат Камăран Çырчаллине çити тата каялла май чукун çул маршручӗ уçăлнă. Çывăх вăхăтра Пушкăртстан, Чулхула тата Ульяновск облаçӗсем хушшинчи çӗнӗ маршрутсене уçма хатӗрленеççӗ. Тӗслӗхен, августăн 4-мӗшӗнче Хусан-Чулхула маршрутпа поезд çӳреме тытăнать. Вăл юнкунсăр пуçне кашни кун çӳрӗ. Хусантан ирхине 5:10 сехетре тухать те Чулхулана 11:30-та çитет. Каялла çав кунах 16:08 сехетре тухать те Хусана 22:28 сехетре çитет. Çак маршрут бизнес-пӗрлешӗве тата туристсене килӗшмелле тесе шутлтаççӗ вокзал хуçисем.

Унсăр пуçне чукунçулçăсем Ульяновск облаçӗпе Пăва тата Çӗпрел районӗсенче пурăнакансене чукун çул урлă çыхăнтарас тӗллеве те пурнăçа кӗртесшӗн. Ӗлӗк вăл маршрутпа поездсем питӗ нумай çынна турттарнă. Хальхи вăхăтра тариф ыйтăвне татса парассипе ӗç илсе пырăнать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев