Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çывăх вăхăтра «КАМАЗ» К5 серири грузовиксене çӗнӗрен кăларма палăртать

Предприяти К5 серири  йывăр тиевлӗ машинасене çӗнӗрен кăларасси патне кӗске вăхăтра таврăнасшăн, уйрăмах КАМАЗ-54901 тягача

«Хальхи вăхăтра эпӗ К5 производствине хăçан хута ярасси пирки татса калаймастăп, вăл пур, анчах та программăна генеральнăй директор шайӗнче çирӗплетмелле. Эпир çывăх вăхăтра шалти рынокра кирлӗ КАМАЗ 54901 тягача пуçтарса кăларасси патне мӗнлерех таврăнмаллине лайăх куратпăр, уйрăмах конкуренци çук чухне», - тесе палăртнă КАМАЗăн генеральнăй директорӗн пӗрремӗш çумӗ Юрий Герасимов.

К5 автомобильсене хальхи вăхăтра складсенчи запчастьсенчен пуçтарса кăларӗç. Мартра 530 К-4 тата К-5 автомобиль кăларма палăртнă, çав шутра 5490-мӗш тягача 200, 54901-мӗшне - 200.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев