Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çывӑх кунсенче -34 градус таран сивӗтет

Декабрӗн 7-мӗшӗнчен пуçласа 13-мӗшӗччен республикӑра шартлама сивĕсем пулаççĕ.

Тутарстанăн хăш-пĕр районĕсенче çӗрле  сывлăш температури 34 градус таран анать, кӑнтӑрла вара -25 градусран  ытларах хăпармасть. Çанталӑк тӑрук сивӗтнӗ май Раççей МЧСӗн ТР тĕп управленийĕн пресс-служби асӑрханулӑх мерисем çинчен аса илтерет.

Республикӑра пурӑнакансене çак кунсенче харпӑр автотранспортпа инçе çула тухма хушмаççĕ, çулçӳреве ăшăрах куна куçарма сĕнеççĕ.

Ачасене аслисемсӗр урамра хăвармалла мар, хваттерсемпе подъездсене ӑшӑтасси çинчен те маларах шутламалла. Килте тунӑ ӑшӑтмалли приборсемпе, çавӑн пекех пӳлӗме ӑшӑтма газ плитисемпе те усӑ курма юрамасть.

Тӑм илесрен сыхланас тесен йӗпенмелле мар, урамра шӑнмалла мар, лайӑх апатланмалла, ӑшӑ тумланмалла.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Погода