Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ÇЫХĂНУ: МӖНРЕН ПУÇЛАННĂ?

Цифровизаци çулталăкне халалласа музей урокӗ ирттертӗмӗр

Нумаях пулмасть П.В.Дементьев музейӗнче Тутарстанра кăçал иртекен Цифровизаци çулталăкне халалласа «Телефон аталанăвӗ: телеграфран пуçласа смартфона çити» музей урокӗ иртрӗ. Унта «Ăшă çурт» социаллă приют воспитанникӗсем хутшăнчӗç.

 

Урокра ачасене колхозра пӗрремӗш радиоузел ӗçлени пирки пӗлме çав тери интереслӗ пулчӗ. 1947 çулхи кăрлач уйăхӗнче Çӗнӗ Упи ялӗнче, В.И.Чапаев ячӗллӗ колхозăн клубӗнче, пӗрремӗш радиоузел ӗçлеме пуçланă. Унта вăрçă ветеранӗ Василий Петрович Иванов тăрăшнă. Кунта радиопа халăха лекцисем вуланă, илемлӗ пултарулăх концерчӗсем, ӗçе нарядсем, колхозниксене пӗлтерӳсем парса тăнă. Вырăнти шкул директорӗ Иван Николаевич Сердцев тата пуçламăш классене вӗрентнӗ Федосья Николаевна Дмитриева лекцисем вуланă. Радиопередача йӗркелес ӗçе çавăн пекех малта пыракан колхозница, Ленин орденӗн кавалерӗ Евдокия Степановна Миронова та хастар хутшăннă.

Историе аса илес пулсан, 1880 çулхи декабрӗн 7-мӗшӗнчен пуçласа Пăва уесӗнчи земски пухăвӗ ыйтнипе патшалăх почта станцийӗсене Упипе Хулаçырми ялӗсенче уçма калаçса татăлнă. Почтăна вăл вăхăтра эрнере икӗ хутчен кӳнӗ. Çыхăну çулне шартлама сивӗсем те, пылчăк та чăрмантарман. Официаллă майпа Упи салинче 1884 çулта почта станцийӗ уçнă. 1914 – 1920 çулсенче – Андрей Дюков, 1920 – 1925 çулсенче – Петр Пименев, 1925 – 1927 çулсенче Нина Бахтина, 1927 – 1942 çулсенче Иван Тудейкин  тата Галина Антонова, 1942-1943 çулсенче – Гимат Аббазов, 1943 – 1945 çулсенче – Ванифатий Шавкин, 1945 – 1949 çулсенче – Лидия Романова, 1945 – 1957 çулсенче – Зоя Спиридонова, 1958 – 1961 çулсенче – Федор Ярухин, 1961 – 1966 çулсенче – Маргарита Шаталина, 1966 – 1968 çулсенче – Таисия Самандеева, каярахри çулсенче – Александр Голубчик, Ирина Ятманова, Юлия Ярзуткина тăрăшса ӗçленӗ, паян Татьяна Королева вăй хурать.

Ачасем викторинăна хутшăнса хăйсен пӗлӗвне тӗрӗслерӗç. Çыхăнăва халалланă хăтлавпа та пурте кă­сăк­ланса паллашрӗç. Ятарласа хатӗрленӗ кураври çыхăну хатӗрӗсене – таксофона, телефона, радиоприемнике, телевизора... – курма, алăпа тытса пăхма кăсăклă пулчӗ ачасене.

 

Юрий АДЪЮТАНТОВ.

Çӗпрел районӗ, 

Çӗнӗ Упи.

Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев