Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Декабрӗн 8-мӗшӗнче Чӗмпӗрте тата Хусанта харăс икӗ уяв пулать

Декабрӗн 8-мӗшӗнче Чӗмпӗрте Ульяновск облаçӗнчи Чăваш наципе культура автономийӗ 25 щул тултарнине уявлаççӗ. Хăнасене «Губернаторски» Культура керменӗнче 16.00 сехетре кӗтеççӗ.

Çак кун куракансене чăваш юррин «Шанăç» фольклор ушкăнӗ, чăваш юррин «Мерчен» халăх ансамблӗ, арçынсен «Сăрнай» халăх ансамблӗ, «Илем» вокал ансамблӗ, Чăваш Республикин «Звонница» халăх ансамблӗ, чăваш ташшин  «Çулăм» ушкăнӗ пултарулăхӗпе савăнтарӗç. Халăх ремеслисен маçтăрӗсем хăйсен пултарулăхне кăтартса мастер-классем ирттерӗç.

Аса илтеретпӗр, кăçалхи февраль уйăхӗнчен Ульяновск облаçӗнчи Чăваш наципе культура автономине пирӗн ентеш, Владимир Бабайкин ертсе пырать.

Декабрӗн 8-мӗшӗнче Халăхсен Туслăхӗн Çуртӗнче Хусанти чăваш наципе культура центрне йӗркеленӗренпе 30 çул çитнине халалласа та концерт иртӗ.  

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев