Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Делегатсен маскӑсене улӑштарсах тӑмаллаччӗ

Чӑваш наци конгресӗн XI Аслӑ Пухӑвӗн ӗҫне 250 яхӑн делегат хутшӑнчӗ. Вӗсен шутӗнче Раҫҫейри 26 регионран килнӗ представительсем тата Беларусь Республикинчи чӑвашсен "Атӑл" пӗрлешӗвӗн ертӳҫи

 Геннадий Александров чӑваш наци юхӑмӗн шурсухалӗсенчен пӗри, ун пек сумлӑ ҫынсем съездра тата та пурччӗ, тӗслӗхрен, Юхма Мишши, Анатолий Самаренкин, Геннадий Храмов. Анчах та Виталий Станьял, Анатолий Кипеч, Атнер Хусанкай тата ытти идеологсене пухура курма май пулмарӗ. 

Тӗп ыйтусем улшӑнусӑр – чӑваш чӗлхине вӗрентесси,  наци культурине аталантарасси, хальхи самана ыйтнӑ пек ӗҫсене йӗркелесси.
Форума Чӑваш Ен влаҫӗ пысӑк тимлӗх уйӑрать, унта Республика Пуслӑхӗ, министрсем, ведомствосен ертӳҫисем хутшӑнаҫҫӗ.
Аслӑ Пухӑвӑн пӗрремӗш пайне Чӑваш наци телерадиокомпанийӗ  тӳрӗ эфирта кӑтартӗ. Унсӑр пуҫне съезда Чӑваш Республикин социаллӑ сетьсенчи акаунчӗсенче тӳрӗ эфирта курма пулатчӗ. Ҫакӑн ҫинчен Аслӑ Пуху иртес умӗнхи канашлура шупашкарсенчен хусансем ыйтрӗҫ. Мӗншӗн тесен – нихҫан пулман япала – пирӗн республикӑран съезда 4 делегатлӑх кӑна квота панӑ. Ҫав вӑхӑтра ТР ЧНКА Канашне 51 ҫын кӗрет, 26 районра наципе культура центрӗсем ӗҫлеҫҫӗ. Коронавирус пурнӑҫа хӑйӗн тӳрлетӗвӗсене кӗртет ҫав, тем тесен те.
Аслӑ Пухӑва хутшӑнакансен пурин те термометрия иртмеллеччӗ. Делегатсен маскӑсене улӑштарсах тӑмаллаччӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев