Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Демидовӑн ӑнӑҫлӑ ӗҫне пӗтӗм республика пӗлет

Вӑл 15 ҫул ытла патшалӑх финанс корнтролӗпе чи ҫӳллӗ шайра тивӗҫтерсе пырать

 

Алексей Демидовӑн профессионализмӗпе пуян опычӗ ТР Шут палатин ӑнӑҫлӑ ӗҫӗн ганачӗ пулса тӑраҫҫӗ. Ҫакӑн ҫинчен ТР Патшалӑх Канашӗн ларӑвӗнче республика Президенчӗн Аппарачӗн ертӳҫи Асгат Сафаров каланӑ.
"Алексей Ивановича пурте пуҫаруллӑ та яваплӑ ертӳҫӗ пек пӗлеҫҫӗ. Вӑл 15 ҫул ытла патшалӑх финанс корнтролӗпе чи ҫӳллӗ шайра тивӗҫтерсе пырать. Вӑл ертсе пынипе республикӑри Шут палати парламент контрольне пурнӑҫлас ӗҫе активлӑн хутшӑнать", – тесе каланӑ вӑл.
Демидов авторитетне федераци шайӗнче йышӑнаҫҫӗ. 2014 ҫултанпа вӑл Раҫҫей Шут палати ҫумӗнчи контрольпе шутлав органӗсен президиумне кӗрет. ТР Шут палатин Председателӗн вырӑнне йышӑнма Алексей Демидов кандидатурине Тутарстан Президенчӗ Рустам Минниханов сӗннӗ. Парламентарисем унӑн полномочийӗсене тӑсассипе килӗшнӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев