Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Денис Пушилин Тутарстанра

Донецк Халăх Республикин Пуçлăхӗ Рустам Миннихановпа пӗрле Тутарстанри машиностроительсен форумне хутшăнать

«Машинасем тăвакан отрасль аталаннă чухне производствăна локлизацилесси çине тимлӗх уйăрмалла тата хамăрăн компонентсемпе тивӗçтерекенсене шырамалла. Çакă пӗтӗм çӗршыв валли технологилле суверенитет илме пулăшать», – пӗлтернӗ хăйӗн шухăшне форума уçнă чухне Рустам Минниханов. Ун сăмахӗсемпе, республикăна аталантарас стратегилле направленисенчен пӗри чӗртавар кăларса сутассинчен çӳллӗ шайри технологиллӗ производство йӗркелесси. Р.Минниханов палăртнă тăрăх, Тутарстанра машина тăвакан отрасль шутне çăмăл тата йывăр тиевлӗ машинасем, ятарлă техника, авиа- тата вертолетсем, судносем тăвакансем кӗреççӗ. Туса кăларнă продукцин пӗтӗмӗшле хакӗ 800 млрд тенкӗпе танлашнă. Çакă машиностроительсен пӗтӗмӗшле сутăнакан продукцин пиллӗкмӗш пайӗ пулать. 
«Эпир предприятисенче хальхи управлени меслечӗсене кӗртессипе, техникăна çӗнӗреххипе ылмаштарассипе тăтăшах ӗçлетпӗр. Форум коопераципе суту-илӗве аталантарма, инновациллӗ технологисене кӗртме, çӗнӗ контрактсене çирӗплетме пулăшасса шанатăп», – тенӗ Рустам Минниханов. 
Форума официаллă майпа уçнă хыççăн Рустам Миннихановпа Денис Пушилин форумăн анлă курав экспозицине пăхса çаврăннă. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев