Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Депутат скульптор ӗҫӗсемпе паллашнӑ

Чӑваш халӑхӗн мухтавлӑ ывӑлӗсене пирӗн пӗлмеллех

Пӗлтӗр юпа уйăхӗнче Шупашкарти Хальхи искусство центрӗнче пӗтӗм тӗнчери культура деятелӗн, академикăн тата скульпторăн Николай Кондрашкинăн «Кубратпа ывăлӗсем» историпе культура центрӗн проекчӗн презентацийӗ иртнӗччӗ. Проектпа автор вунă çул каяллах ӗçлеме тытăннă. Çак вăхăтра халăхра патриотизм туйăмӗ вăраннă, идейăна историксемпе ăсчахсем çеç мар, Чăваш Республикин парламенчӗн депутачӗсем те, районсенчи влаçсен представителӗсем те ырланă. Вӗсем проектăн патриотла воспитани парас ӗçри вырăнне пысăк хак панă. Чăваш халăхӗн паттăр ывăлӗсене асра тытас тӗллев пысăк пӗлтерӗшлӗ пулнине каланă. 

Чăваш Республикин кăнтăр хапхи патӗнчи «Кубратпа ывăлӗсем» историпе культура центрӗн тӗп тӗллевӗсем – чăваш халăхӗн пăлхар тапхăрӗн, чăваш чӗлхипе литературин, халăхăн историпе культура еткерлӗхне, халăхăн йăли-йӗркине тата фольклора чӗртес тата упрас енӗпе ӗçе йӗркелесси, Раççей халăхӗсен хушшинчи килӗшӳпе туслăха аталантарасси.  

Шупашкарта Николай Кондрашкинăн ятарлă куравне хупнă çӗре «Пăлхар хулашӗ» историпе культура музейӗн пуçаруçисем – паллă предприниматель И.И.Казанков меценат тата халăх писателӗ М.Н.Юхма пулнă. Вӗсем музей валли «Котраг» тата «Чăваш паттăр» палăксен проекчӗсене суйланă, заказ панă. 

 Çак кунсенче Николай Кондрашкинăн пултарулăх мастерскойӗнче РФ Патшалăх Думин депутачӗ С.И.Морозов, Ульяновск облаçӗнчи Чăваш наципе культура автономийӗн представителӗсем пулса курчӗç. Вӗсем çӗнӗ проектсемпе паллашса питӗ кăмăллă юлчӗç. Кунта Ульяновск облаçӗн Геройӗн Егор Воробьевăн бюсчӗ те, хăйне пӗчӗк тăван çӗршывра вырнаçтарасса кӗтсе, виçӗ çул тăрать. Анчах несӗлсем герой çинчен маннă пулас. Сергей Морозов хăйӗн пулăшаканӗсене Герой бюстне кирлӗ çӗре мӗншӗн çитерменнине тӗпчесе пӗлме тата скульптора Тимӗрçене кайса килме, ял тата район ертӳçисемпе бюста ăçта вырнаçтармалли пирки калаçса татăлма сӗнчӗ.

Николай КИРЮШИН, 

таврапӗлӳçӗ.

Н.Кондрашкин сăнӳкерчӗкӗ. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев