Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Депутатсен пухăвӗ хирӗç пулсан ним те тăваймăн

Тен, вăл район пуçлăхӗн тивӗçӗсене пурнăçлама тытăннăранпа сахалтарх вăхăт иртнӗ?

Июлӗн 14-мӗшӗнче Чăваш Енри Сӗнтӗрвăрри районӗн депутачӗсен пухăвӗнче район администраци пуçлăхӗн должноçне сӗннӗ кандидатурăна пăхса тухнă. Çак должность июнӗн 11-мӗшӗнче Анатолий Мясников отставкăна кайнă хыççăн пушаннă.
Администраци пуçлăхӗн вырăнне йышăнас текенсен хушшинче ирттернӗ конкурсра глава тивӗçӗсене вăхăтлăх пурнăçлакан Владимир Мустаев çӗнтернӗ. Район пуçлăхӗн тивӗçӗсене пурнăçласа пыма тытăниччен вăл администрацире экономика тата пурлăх хутшăнăвӗсен начальникӗнче ӗçленӗ.

Анчах та район депутачӗсен хушшинче Владимир Мустаева хирӗç сасăлакансем ытларах пулнă.

Хальхи, йăлтах влаç вертикалӗпе тума хăнăхнă вăхăтра, кун пек лару-тăру тӗлӗнмелле курăнать. Анчах та Чăваш Енре ун пеккине кăна курмастăн пулмалла, глава вырăнӗ унта – «растрел должноçӗ» пекех – нумаях ӗçлеймеççӗ. Е суд сакки çине ларма тивет вӗсен, е урăх сăлтавпа кăлараççӗ – тӗслӗхсем нумай. Акă Антолий Мясников та, сăмахран, 2016 çултан Сӗнтӗрвăрри районне ертсе пынăскер, ЧР Пуçлăхӗн тивӗçӗсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев (Улатăр, Сӗнтӗрвăрри, Çӗмӗрле районӗсене) дворсен территорийӗсене тирпей кӗртме тытăнманшăн хытă критикленӗ хыççăн ӗç вырăнӗнчен кайма шутланă.

Владимир Мустаев – «Единая Россия» партирен пулсан та Сӗнтӗрвăрри районӗн 17 депутачӗнчен ытларахăшӗ унăн кандидатурине ырламан. Сăлтавӗсем тӗрлӗрен: кама-тăр вăл пенси çулне çитни килӗшмен, кама-тăр – панă ыйтусене еплерех хуравлани.

Владимир Николаевичăн ӗç стажӗ чăнах та пысăк, ку ӗре çакă усса кăна кайса пымалла пек, ял хуçалăх отрасльне вăл аван пӗлет. Çитӗнӗвӗсем те çук мар. Тен, вăл район пуçлăхӗн тивӗçӗсене пурнăçлама тытăннăранпа сахалтарх вăхăт иртнӗ? Мӗнле пулсан та, тепӗр конкурс иртиччен района вăлах ертсе пырӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев