Диктант çыракансен йышӗ ӳссех пырать
Апрелӗн 5-мӗшӗнче 14 сехетре Пӗтӗм Раççей парттă хушшине ларнă – хуласенче, районсенче çулсерен иртекен «Тотальный диктант» çырнă. Халăхсен хушшинчи çутӗç акцийӗ пирки сăмах пырать, 2024 çулта РФ Обществăлла канашӗ «Тотальный диктанта» чи ăнăçлă проект тесе йышăннă. Кăçал унăн авторӗ Марина Москвина писательница, «Ясная Поляна» преми финалисчӗ пулчӗ. Унăн тăватă тексчӗ Непал, Инди çӗршывӗсенчи çулçӳрев çинчен каласа парать.
Ултă континент – 57 çӗршыв – хутшăннă «Тотальный диктант» акцие, тӗнчипе илсен 1,3 миллион ытла çын çырнă ăна. Тутарстанра та диктант çыракансен шучӗ çулран çул ӳсни курăнать – 40 пин ытла çын çырнă кăçал, Хусантан хăйӗнчен çеç 7000 çын парттă хушшине ларнă. Хăш-пӗр площадкăсенче сӗтел хушшине виçшер çын ларма тивнӗ. Çыракансенчен чи çамрăкки 9 çулта, чи асли 87-ре пулни паллă, пӗтӗмӗшле илсен вăтам çулӗ 25 çулта пулни паллă. Республикăра диктант çырма 1,9 пин площадка уйăрнă (тӗп хуламăрта – 256). Акцие Тутарстанри 45 муниципаллă йӗркеленӳ хутшăннă. Тунтикун «Татар-информ» информаци агентствинче 2025 çулхи «Тотальный диктанта» пӗтӗмлетрӗç. Спикерсем çулран çул акцие хутшăнакансем йышланнине палăртрӗç. ТР çамрăксен ӗçӗсен министрӗн пӗрремӗш çумӗ Айгуль Сабирова кăçал виççӗмӗш хут вуланă диктант текстне, паллах, диктант çырас текенсен йышӗ, интересӗ ӳснине вăл лайăх курать, ытти çулсенчипе танлаштарма пултарать. Онлайн-марафонсене те, Trud тест форматпа (ют çӗршыв студенчӗсем валли) ирттерекен диктантсене çырнă чух та çакна асăрхама пулнă. Ку тенденци çынсен вырăс культурипе кăсăкланасси ӳснине кăтартакан паллă.
Диктант тавракурăма анлăлатма пулăшни çинче те чарăнса тăчӗç спикерсем. Текст çулçӳрев çинчен пулни çыракана унта асăннă географи вырăнӗсем çинчен мӗн-тӗр çӗннине пӗлтерет, сайра илтекен сăмахсене çырнă чух тимлӗрех пулма хистет.
Çырнисене эксперт-филологсен ушкăнӗ тӗрӗсленӗ, хаклавӗсене «Тотальный диктант» сайтра регистрациленӗ харкам кабинета ярса панă. Йăнăшсăр çыракансене отличник сертификатне, спонсорсенчен парне парса хавхалантарнă.
Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев