Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Дмитрий Никитин – Тутарстан Республикин тава тивӗçлӗ машина тăваканӗ!

Дмитрий Никитин ТР Президенчӗн Р.Н.Миннихановăн аллинчен «Тутарстан Республикин тава тивӗçлӗ машина тăваканӗ» хисеплӗ ята илнине ӗнентерекен удостоверени илме тивӗçрӗ. Ентешӗмӗре чунтан саламласа малашне те пысăк çитӗнӳсем тума, хисеплӗ ятсем пӗрре мар илме ăнăçу сунатпăр!

Январӗн 29-мӗшӗнче ТР Президенчӗ Рустам Минниханов Хусан Кремлӗнче «КАМАЗ-мастер» команда пайташӗсемпе тӗл пулса Халăхсен хушшинчи «Дакар – 2020» ралли-марафонра çӗнтернӗ ятпа саламласа чысларӗ. «КАМАЗ» халӗ Тутарстанăн кăна мар, пӗтӗм çӗршыв бренчӗ пулса тăчӗ. Эсир автоспортпа, спортăн техника тӗсӗсемпе туслă çамрăксемшӗн ырă тӗслӗх пулса тăратăр. Эсир хамăр республикăн кăна мар, Раççей автомобиль спорчӗн чапне çӳле çӗклетӗр. ТАССР 100 çул, Аслă Çӗнтерӳ 75 çул тултарнă çулталăкра тунă сирӗн çӗнтерӗвӗр пирӗншӗн пуриншӗн те пысăк парне», – терӗ Рустам Нургалиевич.

Унтан Президент «КАМАЗ-мастер» командăн спортсменӗсемпе ертӳçисене Тутарстан Республикин патшалăх наградисемпе чысларӗ. Вӗсен хушшинче пирӗн йăхташăмăр, асăннă командăн штурманӗ, «Дакар – 2020» раллирен 2-мӗш вырăн йышăнса таврăннă Дмитрий Николаевич Никитин та пулчӗ. Вăл ТР Президенчӗн Р.Н.Миннихановăн аллинчен «Тутарстан Республикин тава тивӗçлӗ машина тăваканӗ» хисеплӗ ята илнине ӗнентерекен удостоверени илме тивӗçрӗ. Ентешӗмӗре чунтан саламласа малашне те пысăк çитӗнӳсем тума, хисеплӗ ятсем пӗрре мар илме ăнăçу сунатпăр!

Сăнӳкерчӗк tatarstan.ru сайтран.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: автоспорт