ДНРпа ЛНРтан куçса килме тивнӗ çынсене Тутарстанра кирлӗ пулăшу парӗç
Тутарстан Республикин Ӗçпе ӗçлӗх тата социаллă хӳтлӗх минситерствинче Донецк тата Луганск халăх республикисенчен куçса килме тивнӗ çынсене пурăнма вырнаçтарасси, пулăшу кӳресси, тӳлевсем парасси пирки оперативлă канашлу иртнӗ
Ведомствора палăртнă тăрăх, министерство тӗллевлӗ ушкăнсемпе ӗçлет – ку вăл ачаллă хӗрарăмсем, çул çитмен ачасем тата аслă çулти çынсем – вӗсен социаллă хăрушсăрлăхне тивӗçтерет.
Вырăнти ӗç биржисемпе социаллă хӳтлӗх центрӗсем граждансене пулăшма хатӗр.
Тутарстан ДНР татат ЛНР гражданӗсене ӗç вырăнӗсемпе тивӗçтерме хатӗр. Палăртса хăвармалла, февралӗн 16-мӗшне республикăри ӗçпе тивӗçтерекенсем вăтамран 40 пин тенкӗлӗх шалупа 53 пин ытла ӗç вырăнӗ пур тесе пӗлтернӗ.
Тутарстана Донбасран 1000 яхăн çын килсе çитмелле. Вӗсене республика влаçӗсем „Ливадия“, „Жемчужина“, „Васильевский“, „Санта“ санаторисене, „Кварт“, „КАМАЗ-жилбыт“ хăна çурчӗсене вырнаçтарӗç.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев