Душра ҫӑвӑнакан ӗнесем сӗт ӳстереҫҫӗ
Ҫӳльту районӗнче ӗнесене кунне виҫӗ хутчен душ кӗртеҫҫӗ
"Кашни витере пирӗн вентиляци ӗҫлет. Халӗ пур ҫӗрте те аномалиллӗ шӑрӑх тӑрать. Термометрсем +35 градус кӑтартаҫҫӗ. Температура ӗнесемшӗн ытлашширех. Выльӑхсем ҫакна тӳсеймессе те пултараҫҫӗ",– тесе пӗлтернӗ "Татарстан" агрофирмӑн ертӳҫи Ринат Аббазов.
Агрофирмӑра нумай пулмасть 800 пуҫ ӗнелӗх икӗ ҫӗнӗ вите тунӑ, вӗсенче тӑтӑшах вентиляторсем ӗҫлеҫҫӗ. Мӑйракаллӑ шултӑра выльӑхсем сӑвӑм умӗн душра ҫӑвӑнаҫҫӗ, унтан сӑвӑм залне утаҫҫӗ.
Хуҫалӑх ҫулсерен сӗт сӑвассине 3,5-4 тоннӑна ӳстерет. Енчен те 2012 ҫулта "Татарстан" кунне 3 тонна сӗт суса илнӗ-тӗк, хальхи вӑхӑтра сӗт кӑтартӑвӗ 22 тоннӑна ҫитнӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев