Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Дзюба Дюпина парӑнтараймарӗ

 Мускавра "Спартака" 2:0 шутпа парӑнтарнӑ хыҫҫӑн Хусанти "Рубин" ҫине шанчӑкпа пӑха пуҫларӗҫ. Тулашри вӑйӑра эпир "Спартака" 2010 ҫултанпа ҫӗнтереймен

Ӗнер хамӑр патра 2:1 шутпа Питӗрти "Зенита" ҫӗнтернӗ хыҫҫӑн, футбол специалисчӗсем Слуцкий тренерӑн таланчӗ ҫинчен ҫӗнӗрен калаҫма пуҫларӗҫ.

Мартӑн 8-мӗшӗнче Хусан команди хӗрарӑмсене илемлӗн саламланисӗр пуҫне, паллӑ спорт пулӑмне болельщиксен уявне ҫавӑрчӗ. "Рубин"  ҫӗршыври пӗрремӗш номерлӗ командӑна парӑнтарчӗ-ҫке!
Площадкӑри газон пахалӑхӗ пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ футбол кӑтӑртма май памарӗ пулин те, матч питӗ интереслӗ иртрӗ. Вӑййӑн 90-мӗш минутӗнче шут 1:1-ччӗ. Орбитр 4 минут хушса пачӗ. Ҫак вӑхӑтра стадионран кайма пуҫтарӑннисен каялла таврӑнма тиврӗ. Мӗншӗн тесен 91-мӗш минутра "Рубин" штрафнойӗ патӗнчен площадка варринче икӗ "хуралҫӑ" тимлӗхӗнчен хӑтӑлма тӑрӑшакан Макаров нападающий патне ӑнӑҫлӑ пас килчӗ.  "Рубин" футболтсчӗ ҫухалса каймарӗ, вӑл икӗ защитника та улталаса иртме тӑрӑшрӗ. Тутарстанри кашни районри физкультура вӗрентекенӗсем тума хутшӑннӑ пысӑк стадионри стенасем пулӑшрӗҫ-и ӑна, анчах та кунашкал илемлӗ гола эпир тахҫантанпах курманччӗ. 2:1!
Паллах, "Зенит" тавӑрас тесе, вӑйӑри юлашки минутсене "Рубинӑн" штрафнойӗ патӗнче ирттерчӗ. Судья пирӗн хапханӑ пенальти парсан хусансем хӑйсен телейне шанма рӑрахнӑччӗ ӗнтӗ. Ӑна вӗт Артем Дзюба хӑй тапать. Анчах сирӗн Дзюбӑр ҫине пирӗн Дюпин пур. "Рубин" голкиперӗн нервисем ҫирӗпрех пулчӗҫ, вӑл ыорвард пӳскене тапиччен выртмарӗ. Мечӗк ӑҫталла вӗҫнине курсан тин сулахаялла сикрӗ. Сикрӗ те – ӑна тытса ӗлкӗрчӗ.
Орбитраж Юрий Дюпин вратаре матчӑн чи лайӑх выляканӗ тесе йышӑнчӗ.

Сӑнӳкерчӗксем "Рубин" футбол клубӗн Инстаграмри страницинчен

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев