Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Дзюба "Рубина" куҫма пултарни  ҫинчен калаҫнисем – пиар-ход анчах

Ҫапрарах шутлать Раҫҫей сборнӑйӗн экс-тренерӗ Анатолий Бышовец

Артем Дзюба трансферпа "Рубина" куҫма пултарать тени йӑлтах сас-хура кӑна.

"Хыпар хатӗрӗсем ун ҫинчен "Рубина" куҫма пултарать тесе ҫырни уйрӑм ҫынсен ушкӑнӗ валли тунӑ ятарлӑ утӑм, пиар-ход. 

Вӑл вылякан пек питӗ кирлӗ пулнине эпӗ курмастӑп. Пӗрре пӑхатӑн, вӑл сборнӑйра вылясшӑн, тепре – вылясшӑн мар. Пӗрре – Карпинпа мирлешесшӗн, тепре – ҫук. Кӑна йӗркеллӗ теейместӗп", – тесе пӗлтернӗ Бышовец 

Аса илтеретпӗр, 33 ҫулти Артем Дзюба футболистӑн "Зенитри" контракчӗ 2022 ҫулти ҫулла вӗҫленет. 

Юлашки вӑхӑтра тухнӑ сас-хурана вӑл Хусанти "Рубина" куҫассипе ҫыхӑнтараҫҫӗ. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев