Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Е укҫине тӑвӑрса параҫҫӗ, е урӑх ҫӗре путевка

Пӗтӗмтӗнчери пахалӑх кунӗ ҫывхарнӑ май, Тутарстанри тӗп санитари врачӗн ҫумӗ Марина Трофимова коронавирус пандемии тутарстансем тӗрлӗрен услугӑсем пирки ҫӑхавсем ҫырасси ҫине мӗнлерех витӗм кӳни пирки каласа панӑ

Турпутевкӑшӑн тӳлесе хунӑ укҫасене мӗнле тавӑрмалла?

 Коронавируса пула кану вырӑнӗсем туристсене йышӑнма чарӑннине пула Кӑҫал Тутарстанра турфирмӑсем ҫине ҫырнӑ жалобӑсен шучӗ ӳснӗ.
"Юлашки уйӑхра ҫӑхавсен шучӗ сахалланчӗ, ҫапах 2020 ҫулта туризм услугисем ҫине ҫыракан жалобӑсем 2019 ҫулпа танлаштарсан, 2 хут ӳсрӗҫ.
Ҫакна ӑнлантарма пулать, мӗншӗн тесен коронавирус инфекцине пула кӗртнӗ чарусем туристсене куҫса ҫӳреме май памарӗҫ", – тесе палӑртнӑ Трофимова.
Вӑл аса илтернӗ тӑрӑх, Раҫҫей Правительстви туруслугӑсен килӗшӗвӗсене ҫирӗплетмелли уйрӑм йӗрке кӗртнӗ хыҫҫӑн, 2020 ҫулхи июль уйӑхӗнчен туроператорсен икӗ ҫул кӑна пур: е илнӗ укҫине тӑвӑрмалла, е ҫав хакпах урӑх ҫӗре путёвка памалла.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев